Халăхсен «ылтăн пĕрчипе» пуянланнă кĕнеке

28 Кăрлач, 2015

Чăваш Енре Литература тата К.В.Иванов çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçнă самант "чун инженерĕсемшĕн", тĕрĕссипе - илемлĕ литературăна юратакансемшĕн те, тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăмпа та асра юлчĕ пулĕ тетĕп: çав кун - январĕн 23-мĕшĕнче - Наци библиотекинче "Çиччĕрен - çиччĕ" кĕнекен презентацийĕ иртрĕ.

Сăвăсен ахаль пуххи кăна мар вăл, кунта - коми, мари, мордва, пушкăрт, тутар, удмурт, чăваш поэчĕсен сăввисем. Ютрисенне пухса хатĕрлекенĕ тата чăвашла куçараканĕ - Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай. Кĕнекепе презентацичченех паллашнăччĕ. Мĕн каланă пулăттăм: ку таранччен чăваш вулаканĕсем тутар, пушкăрт, мари поэчĕсен хайлавĕсене тăван чĕлхене куçарнисене вуламан мар-ха - анчах та коми, удмурт поэзийĕ чăвашла янăранă пулсан та - питĕ сайра. Хăй вăхăтĕнче аслăрах сăвăçсем пĕр-пĕрин сăввине куçарнă. Анчах хальхи вăхăтри сăвăçсем пирки вара пачах пĕлместпĕр тени пĕрре те йăнăш пулмĕ.

Кĕнекере - Атăлпа Урал тăрăхĕнче пурăнакан çичĕ халăхăн çичшер паллă поэчĕн пĕрер сăвви. Авторсен йышĕнче е тахçанах, е тин кăна çĕре кĕнĕ сăвăçсем те, халь пурăнаканнисем те пур.

Кÿршĕллĕ пурăнакан халăхсен поэзийĕ чăннипех пуян. Çакна кĕнекери кашни сăвă çирĕплетме пултарать.

Кĕнекен пысăк уявне хăнасем те хутшăнчĕç. Вĕсем: Тутар халăх поэчĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Тутарстан искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ренат Харис, Тутарстан Республикин Писательсен союзĕн председателĕ Рафис Курбанов, Мари Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, "Ото" издательство çурчĕн директорĕ Альбертина Иванова, Мари Элăн паллă çыравçи, тĕпчевçи тата общество ĕçченĕ Владимир Козлов, Коми Республикинчи пултаруллă поэтесса Нина Обрезкова тата Раççей Писательсен союзĕн членĕ, мăкшă халăхĕн пултаруллă пики Раиса Орлова.

Презентацие Наци библиотекин директорĕ Светлана Старикова уçрĕ. "Кашни кĕнеке "çурални" - пулăм, çапах та "Çиччĕрен - çиччĕ" кăларăмăн пĕлтерĕшĕ тата пысăк,- терĕ вăл. - Кунта - çичĕ халăхăн ăсĕ, пуянлăхĕ. Ăна алла тытса вулакансен йышĕ пысăк пултăрччĕ".

Валери Туркай кĕнеке хăтлавĕ Литература тата К.В.Иванов çулталăкне уçнипе пĕр килни ахальтен маррине палăртрĕ:

- Атăлпа Урал тăрăхĕнче пурăнакан çичĕ халăхăн чи сумлă та паллă çичĕ поэчĕн сăввисене пĕр кĕмĕл алтăра пухса чăваш вулаканне сăйлани халиччен пулманччĕ пек. Çапла, эпĕ тахçан Кузебай Герд, Флор Васильев, Иван Пиняев, хамăрпа пĕр тăрăхри халăхсен ытти поэтсен сăввисене вуланă, çапах та - тĕрĕссине йышăнасах пулать - халиччен коми, мордва тата удмурт поэзине питĕ пĕлсех кайман. Пĕлессине вара - пĕлмеллех. Сĕм авалтанпа эпир, тĕрĕксемпе финн-угор халăхĕсем, юнашар пурăнатпăр. Пĕр çулпа, ĕмĕтпе Пуласси патне утатпăр. Пĕр халăх литератури те хăй тĕллĕн çеç аталанма пултараймасть. Çав шутра - чăваш литератури те.

Валерий Владимирович куçару ĕçĕпе юлашки çулсенче питĕ нумай ĕçлет. Ку тарана çитиччен Габдулла Тукайăн, Мустай Каримăн, Кайсын Кулиевăн, Муса Джалилĕн, Расул Гамзатовăн тата ыттисен произведенийĕсене чăвашла куçарса вулакан патне кĕнеке халлĕн çитерчĕ. Ку питĕ пархатарлă ĕç тесе шутлатăп.

ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов кунашкал мероприяти - тĕрлĕ халăх-ывăлне пĕр ушкăна пуçтарса çывăхлатакан кĕнеке уявĕ - юлашки çулсенче пулманнине, анчах та унашкал пулăмсем питĕ кирлине, Литература çулталăкĕ тухăçлă пуласса шаннине палăртрĕ. Вăл çавăн пекех "Çиччĕрен - çиччĕ" кĕнекене кун çути курма пулăшнă çынна - "Комплекс" строительство фирмин генеральнăй директорне Валерий Гордеева Чăваш Республикин культура министрĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Валери Туркайăн çĕнĕ кĕнекине Тутар халăх поэчĕ Ренат Харис тивĕçлĕ хак пачĕ. Ун сăмахĕсемпе вулакансене паллаштарасах килет:

- Эпĕ аллăмра кĕнеке тытатăп, анчах та вăл Раççей патшалăхĕн вăй-хăватне ÿстересси, çирĕплетесси çинчен çичĕ халăхăн чĕрипе, литературипе алă пусса çирĕплетнĕ документ та. Халăхпа халăх пĕр-пĕринпе калаçаймасть, туслашаймасть, çапла тума литература тата искусство пулăшать. Çак кĕнекере çичĕ халăхăн поэзийĕн куçарăвĕ кăна мар - çичĕ халăхăн туслăхĕ, калаçăвĕ, хутшăнăвĕ... Куçару ĕçĕпе хам та нумай ĕçленĕ. Тепĕр чухне çак ĕçе пăрахса хамăн сăвăсене çеç çырмалла пулĕ тени те пулнă. Анчах ытти халăхăн чун-чĕрине пĕлес, ăнланас килет-çке. Ыттисене ăнланни хăвна ăнланма тата пуянлатма пулăшать.

Рафис Курбанов вара Туркайăн кĕнекисене тутар вулаканĕсем патне çитерме хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ.

Виталий Станьял литературовед "Çиччĕрен - çиччĕ" кĕнеке чăваш çыравçисене "вăранма" хĕтĕртекен кĕнеке пулнине, кунашкал учебник-хрестомати студентсем валли тем пекех кирлине палăртрĕ.

Нина Обрезкова та ку кĕнеке пĕр-пĕрне çывăхланма, ăнланма пулăшнине палăртрĕ. Халĕччен унăн сăввисене финла, эстонла, венгрла, мордвалла, удмуртла, вырăсла, акăлчанла куçарнă. Акă, чăвашла мĕнле янăрать коми пикин пысăках мар пĕр сăвви:

Пысăк çын пулса

таврăнсассăн килне

/çитетех ун пек вăхăт/...

пĕшкĕнмешкĕн ан ман -

çÿллĕ мар пирĕн алăк.

Тай пуçна - алăкран кĕнĕ чух.

Раиса Орловăн сăввисенче те тăван енне юратни, халăхне ыр сунни, пуласлăха ăнтăлни...

Мăкшă Енĕм! Турă савнă ен!

Эп сана чунтан-вартан саватăп.

Пуçăмра пин шухăш шуйхашать-

Кирлĕ сăмаха та тупаймастăп...

Альбертина Иванова хăй вăхăтĕнче Шупашкара килсе çÿренĕ, Çеçпĕл вулавĕсене хутшăннă. Хальхи вăхăтра вăл финн-угор тĕнчинче паллă сăвăç.

Халăхсен, писательсен хушшинчи çыхăнусем çĕнĕрен йĕркеленнине ырласа йышăннине палăртрĕ пирĕнпе кÿршĕллĕ халăхăн хĕрĕ, ун пирки вăл: "Эпир пĕрле вăйлăрах", - терĕ.

Литература критикĕ Юрий Артемьев шухăшĕпе - кĕнекери кашни йĕрке - "ылтăн пĕрчи". Сăвăсем форма тĕлĕшĕнчен шăранса тухнă, тĕп шухăш - халăхсен туслăхĕ - тĕп вырăнта.

Надежда СМИРНОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.