Программа «уксахлать»

28 Кăрлач, 2015

Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн /ХФ/ Чăваш Республикинчи уйрăмĕн нумаях пулмасть иртнĕ ларăвĕнче юхăннă çуртсенче пурăнакансене хăтлă хваттерпе тивĕçтерес программа пирĕн республикăра мĕнле пурнăçланса пынине тата çакăнпа çыхăннă ытти ыйтăва тишкерчĕç. Тĕлпулăва ЧР Строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин, ЧР патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн, муниципалитет администрацийĕсен яваплă çыннисем, общество представителĕсем, ХФ эксперчĕсемпе хастарĕсем хутшăнчĕç.

ХФ-н Чăваш Енри уйрăмĕн çумпредседателĕ Николай Казаков тĕлпулăва уçнă май Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн гражданĕсене тÿлесе илме май пур тата хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтермелли тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшăвĕ кÿмелли мерăсем çинчен» Хушăвĕнчи тĕллевсене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăрассине шăпах регион уйрăмĕ пуçарнине асăнчĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.