«Пылак тĕтĕме» юратсан...

27 Кăрлач, 2015

Канаш район сучĕ 26 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пăнчă лартнă. Канаш хулинче пурăнаканскере пысăк виçепе наркотик тата психотроплă япаласене саккуна пăсса туяннăшăн, упранăшăн, пĕрле илсе çÿренĕшĕн айăпланă.

Следстви пухнă материалсем айăпа туллин çирĕплетме май панă. Пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче хайхи арçын Мускаври метрополитенра 2,11 грамм марихуана, 2,7 грамм гашиш, 2,04 грамм амфетамин туяннă.

Суд Канаш çынни РФ УК 228-мĕш статйинче палăртнă преступление тунине çирĕплетнĕ, ăна виçĕ çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма тата 50 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă. Приговор вăя кĕнĕ.

И.СЕРГЕЕВА.

Рубрика: 
Автор: