Чылайранпа калаçтарнă, сÿтсе явнă ыйтăва татса парасси тинех финиша çывхарать: Министрсен Кабинечĕ юнкунхи ларура нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ вырăнне укçа парассине палăртакан саккун проектне ырларĕ.
Уява ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев хутшӑнчĕ. Олег Алексеевич республикӑри пултарулӑх ушкӑнĕсене ҫĕнĕ сезон уҫӑлнӑ ятпа саламларĕ. Пушкин карттин пĕлтерĕшĕ пысӑк пулнине палӑртрĕ.
Правительство çуртĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ канашлура Пĕрлехи сасăлав кунĕсене мĕнле йĕркеленине тишкерсе хакларĕç. ЧР Суйлав комиссийĕн председателĕн заместителĕ Игорь Михайлов суйлав кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кадрсемпе çыхăннă йышăну тунинчен пуçларĕ — Строительство министерствине пырса тивекен указсене алă пусни çинчен пĕлтерчĕ.
Çитес çул Экологи тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă урмалли çулталăк пулĕ. Çак йышăну çинчен ЧР Пуçлăхĕ тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пĕлтерчĕ.
Тивĕçлĕ указа алă пусни çинчен каланă май Олег Николаев Çут çанталăк ресурсĕсен министерстинчен Экологи çулталăкĕнче пурнăçламалли программа кĕтнине палăртрĕ. Çакă кăçалхи, Телейлĕ ачалăх çулĕнчи, ĕçсене те пăрахăçламасть — ку енĕпе палăртнине те тулли пурнăçламалла.
Чăваш Енри икĕ проект «Агротуризм» федераци грантне тивĕçнĕ.
Пурĕ конкурсра 92-ĕн çĕнтернĕ. Вĕсен проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн 700 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Чăваш Енри «Ивушка» питомнике «Çырла сукмакĕ» проектпа ĕçлемешкĕн çĕршыв бюджетĕнчен 10 миллион тенкĕ парĕç. Красноармейски округĕнчи Валерий Шумилов фермер 8 миллион тенкĕ илĕ. Вăл XIX ĕмĕрти чăваш хресченĕн килĕпе усă курса кану бази йĕркелемешкĕн тĕллев тытнă.
Çуртсăр юлнă нумай ачаллă çемьене шкула каймалли хатĕрсем панă.
Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче ĕçлекенсем «Шкула кайма пулăш» ыр кăмăллăх акцине хутшăнса Харламовсен çемйине çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме май туса панă. Алексей Ивановичпа Марина Алекссевна пилĕк ача çитĕнтереççĕ, вĕсенчен виççĕшĕ шкулта вĕренеççĕ. Çĕртме уйăхĕнче тухнă пушарта вĕсен пурлăхĕ çунса кĕлленнĕ. Çакна шута илсе центр специалисчĕсем ачасене шкул кутамккисемпе канцеляри хатĕрĕсем парнеленĕ.