Шкула хатĕрленме пулăшнă

31 Çурла, 2023

Çуртсăр юлнă нумай ачаллă çемьене шкула каймалли хатĕрсем панă.

Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче ĕçлекенсем «Шкула кайма пулăш» ыр кăмăллăх акцине хутшăнса Харламовсен çемйине çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме май туса панă. Алексей Ивановичпа Марина Алекссевна пилĕк ача çитĕнтереççĕ, вĕсенчен виççĕшĕ шкулта вĕренеççĕ. Çĕртме уйăхĕнче тухнă пушарта вĕсен пурлăхĕ çунса кĕлленнĕ. Çакна шута илсе центр специалисчĕсем ачасене шкул кутамккисемпе канцеляри хатĕрĕсем парнеленĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас