Комментари хушас

13 Авăн, 2023

Информаци кунĕ иртĕ

Çитес юнкун Чăваш Енре черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртет.

Унăн тĕп темисем: ачасене телефон урлă сăтăр тăвакансенчен хăтарасси, ял хуçалăхĕнчи тухăçа пĕтĕмлетесси, тавар туса кăларакансене, хресченфермер хуçалăхĕсене, хăй тĕллĕн ĕçлекен граждансене кÿрекен патшалăх пулăшăвĕ тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хутса ăшăтмалли сезона епле хатĕрленни. Унсăр пуçне ĕçлĕ ушкăнсем инçетри ял тăрăхĕсене çитĕç.

www.hypar.ru