Комментари хушас

31 Çурла, 2023

Тетте сиен кÿрсен

Республикăри ачасем магнит конструкторне пула шар кураççĕ.

Статистика кăтартăвĕ тăрăх, Республикăри ача-пăча клиника больницине вăтамран магнит çăтнă 15 пациента çуллен илсе пыраççĕ. Анатолий Павлов тĕп тухтăр ăнлантарнă тăрăх, пĕчĕк ачасем хырăм ыратнине калаççĕ. Тĕрĕслев ирттернĕ май вĕсен организмĕнче ют япала пурри палăрать. Пĕчĕкскерсене операци сĕтелĕ çине вырттарма тивет, унсăрăн ачан пурнăçĕ татăлас хăрушлăх пур. Юлашки икĕ эрнере больницăна магнит тетте çăтнă икĕ пепкене илсе пынă. Медицина ĕçченĕсем вĕсен пурнăçне çăлса хăварнă.

www.hypar.ru

Рубрика: