Дистанциллĕ электрон сасăлавĕ халăх влаçне çирĕплетет

11 Авăн, 2023

Правительство çуртĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ канашлура Пĕрлехи сасăлав кунĕсене мĕнле йĕркеленине тишкерсе хакларĕç. ЧР Суйлав комиссийĕн председателĕн заместителĕ Игорь Михайлов суйлав кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Чăваш Енре 9 муниципалитет округĕн — Элĕк, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар, Етĕрне, Тăвай округĕсен тата Улатăр хулин — халăх суйлакан органĕсен депутачĕсен хушма тата тепĕр хут йĕркелекен суйлавĕсем иртнĕ. Сасăлав виçĕ куна тăсăлнă — авăн уйăхĕн 8, 9.10-мĕшĕсенче иртнĕ.

Игорь Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, кандидатсен йышĕ 81 çынпа танлашнă. Чăн та, вĕсен регистрациленĕ йышĕ 70 çынпа танлашнă, бюллетеньене кĕртнисен йышĕ вара тата пĕчĕкленнĕ — 59 çын юлнă. Вĕсем 15 мантадшăн кĕрешнĕ. Пур çĕрте те конкуренци пулнă — 3-рен пуçласа 5 кандидат таран.

Сасăлава списоксенчи 17745 суйлаçăран 9652-шĕ хутшăннă — 55,5% патнелле. 15 депутата суйланă. Çав шутра икĕ мандата «Тĕрĕс Раççей — Патриотсем — Тĕрĕслĕхшĕн» парти представителĕсем çĕнсе илнĕ, пĕр мандат — ххăй тĕллĕн кандиадата тăнă çын аллинче. Ыттисем — «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти элчисен.

Игорь Михайлов 2714 çын дистанциллĕ электрон сасăлавĕн мелĕпе усă курнине çирĕплетрĕ. Ку суйлаçăсен пĕтĕмĕшле йышĕн 15,3% пулать — «çĕршыври чи пысăк кăтарту — республика çĕнĕ технологисемпе усă курма пултарнине тепĕр хут ĕнентерчĕ».

Сасăлав саккунлăхĕ тĕлĕшпе иккĕленме сăлтав çук. Мĕн пур суйлав участокĕнче сăнавçăсем пулнă — ку сасăлавра вĕсен йышĕ 132 çынпа танлашнă. Çав шутра 28-шĕ — политика партийĕсенчен, 39-шĕ — кандидатсен. Ыттисене Общество палати явăçтарнă. Суйлав кунĕсенче участоксенче видеосăнав пулнă, хăрушсăрлăха полици тивĕçтернĕ — пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртнĕ.

Комисси председателĕн заместителĕ ку суйлав тапхăрĕнче судсенче тавлашусем пулнине те пытармарĕ — икĕ тĕслĕх пирки пĕлтерчĕ. Пĕри Шупашар округĕнче çынсене алă пустармалли хут формине пăснипе сăлтавласа кандидата регистрацилеме хирĕçленипе çыхăннă. Район сучĕ регистрацилеме хирĕçленин тĕрĕслĕхне çирĕплетнĕ. Иккĕмĕш тĕслĕхре пĕр кандидат тепри суйлаçăсене хăй майлă сутăн илме тăни пирки тавăç тăратнă. Суд унашкалли пулманнине палăртнă. Пĕтĕмпе вара суйлав саккунĕсене пăсни пирки 17 ыйту пулнă. Тăваттăшĕ çирĕпленнĕ-мĕн, теприне, Улатăрти тĕслĕхе, суд тишкерет. Çапах, Игорь Михайлов çирĕплетнĕ тăрăх, суйлавсен легитимлăхĕ тĕлĕшпе иккĕленме сăлтав паракан тĕслĕхсем пулман.

Калăçăва пĕтĕмлетнĕ май республика Пуçлăхĕ сасăлава йĕркелеме хутшăннă тытăмсене, çав шутра полици ĕçченĕсене тав турĕ. Вăл республика дистанциллĕ электрон сасăлавне ăнăçлă йĕркеленине пушшех пысăка хурса хакларĕ. Сăмах май, Чăваш Ен — Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ муниципалитетсен шайĕнчи суйлавсенче дистанциллĕ электрон сасăлавне йĕркелеме ирĕк панă пĕртен-пĕр регион.

Ку хутĕнчи сасăлав пысăк суйлав мар, анчах, Олег Алексеевич шучĕпе, пысăккишĕн кăтартуллă мĕн пур самант пĕчĕккинче те пур. Çавна май дистанциллĕ электрон саслăвне хутшăннисен йышĕпе республика Раççейре малта пулни пушшех хаклă. «Çĕнĕ пулăм — унпа пысăк йыш усă курма пултарни граждансенмшĕн çĕршыв, республика, территорисен пурнăçне хутшăнас тĕлĕшпе анлăрах майсем уçать, халăх влаçне çирĕплетет», — терĕ Олег Алексеевич.

www.hypar.ru

Комментари хушас