Финанс волонтерĕсене хатĕрлĕç

11 Нарăс, 2021

Çынсене шăнман пăр çине лартса ярса укçасăр хăваракансем юлашки çулсенче Раççейре çеç мар, Чăваш Енре те йышланса кайрĕç. Çухатакан укçан пĕтĕмĕшле виçи ÿссе пырать. Çын улталанасси вăл ялта е хулара пурăннинчен, çамрăккипе ваттинчен килмест. «Капкăна» пурте çакланма пултараççĕ. Пурне те шанакан-ĕненекен ватăсем уйрăмах шар кураççĕ.

Паян Шупашкарти коопераци институтĕнче «Шкул ачисемпе студентсем халăхăн финанс пĕлĕвне ÿстермелли проектсене хутшăнни» ятпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Ăна унта йĕркелени ытахальтен мар. Аслă шкулта финанс волонтерĕсене хатĕрлессипе юлашки çулсенче нумай ĕçлеççĕ. 2017 çулта Раççейри банксен ассоциацийĕпе /ертÿçи — РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков/ килĕшÿ тунăранпа финанс волонтерĕсене тĕллевлĕн хатĕрлеççĕ. Финанс консультанчĕсене туптакан 66 сехетлĕх программăна аслă шкулти преподавательсем çеç мар, практиксем /кредит, коммерципе инвестици учрежденийĕсенче тăрăшакансем/ хастар хутшăнаççĕ. 2017 çулта - 37, 2018 çулта — 42 волонтера хатĕрленĕ, 2020-2021 вĕренÿ çулĕнче 34 вĕрентсе кăларĕç.

Финанс пĕлĕвне ÿстерес енĕпе Наци банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ те, республикăн Финанс министерстви те, ыттисем те çине тăраççĕ. Çакăн пирки ĕнерхи «çавра сĕтелте» Наци банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Александр Логвинов, финанс министрĕн заместителĕ Игорь Смирнов кĕскен, анчах тĕплĕн каласа кăтартрĕç. Кунта çакна та палăртмалла: халăхăн финанс пĕлĕвне ÿстерессипе 2021 çул пуçламăшĕнче пирĕн республикăра координаци канашĕ йĕркеленĕ. Ăна пĕрремĕш вице-премьер–финанс министрĕ Михаил Ноздряков тата Александр Логвинов çумпредседатель пулса ертсе пыраççĕ. Канаш финанс пĕлĕвне сарас тĕлĕшпе кăçал туса ирттермелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Çавăнта пăхса хăварнă самантсенчен пĕри — Финанс пĕлĕвĕн волонтерĕсене хатĕрлекен центр йĕркелесси. Шупашкарти коопераци институчĕн кун пек опыт пуррине кура ăна шăпах çав шкулта туса хума йышăннă та.

«Çавра сĕтеле» Раççей коопераци университечĕн ректорĕ Алсу Набиева, Шупашкарти коопераци интитучĕн ректорĕ Валерий Андреев хутшăнчĕç.

Владимир ЕЛАГИН, Шупашкарти коопераци институчĕн преподавателĕ, экономика наукисен докторĕ, профессор:

Эпир хатĕрлекен волонтерсем хăйсем пĕлнине, укçа-тенкĕ енчен улталакансенчен епле сыхланмаллине шкул ачисене, ватăсене ăнлантарса параççĕ. Çак ĕçе вĕсем тÿлевсĕр пурнăçлаççĕ. Производствăра практикăра пулнă чухне те, предприяти-организацие тухса çÿресе те каласа кăтартаççĕ. Хăйсен çемйинче ăнлантарни те паха.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем тата видеовĕсем.

Комментари хушас