Ĕçсĕрлĕх пособине çак кунсенчех куçарĕç

24 Авăн, 2020

Паян ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерстви ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлекен пособи тата ытти тÿлев тавра брифинг йĕркелерĕ.

Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн пуçлăхĕ Александр Зайцев юлашки вăхăтра шăв-шав кăларнă ыйтăва уçăмлатрĕ: ĕçсĕррисене тивĕçекен укçа — 107 миллион тенкĕ — Мускавран çитнĕ. Ăна çак кунсенчех куçарĕç. Александр Иванович укçана вăхăтра паманни министерство, центр ĕçченĕсенчен килменнине палăртрĕ. Вăл каланă тăрăх, ĕçсĕррисен пысăк пайĕ Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Улатăрта, Çĕмĕрлере пурăнать.

Ĕçлев министерствин пай пуçлăхĕ Алексей Григорьев пандеми вăхăтĕнче социллă тÿлев тăсăлнине аса илтерчĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çак йĕрке улшăнать. Апла пулин те çакă уйăх пуçламăшĕнче документсене çĕнĕрен йышăннине пĕлтермест. Тĕслĕхрен, утă уйăхĕнче сахал тупăшлисен йышне кĕнĕ çемьен кăтартăва раштав уйăхĕнче тин çĕнетмелле.

Алексей Валериевич юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă тÿлеве «Мир» картăна куçарса пани çине пусăм турĕ. Урăх картăпа усă куракансен вара çак кунсенчех банкпа çыхăнмалла. Ĕлкĕреймесен 10 ĕç кунĕ хушшинче кредит учрежденине пырса кассăран укçа илмелле. Çав вăхăтрах тÿлеве почта урлă та, перекет кĕнекин счечĕ çине те куçараççĕ.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас