Тÿлев йĕрки улшăнĕ

9 Нарăс, 2021

Республикăра пурăнакансен йышĕнчи социаллă çăмăллăхпа усă куракан хăш-пĕр çын, çулталăк пуçламăшĕнчи вăраха тăсăлнă кану кунĕсене пула, кăрлач уйăхĕнче хăйне тивĕçекен социаллă тÿлеве вăхăтра алла илеймен. Çакăн çинчен Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова брифингра пĕлтернĕ май ыйтăва хальхи вăхăтра татса панине палăртрĕ. Унăн сăмахĕпе, нарăс уйăхĕнче коммуналлă е урăх тÿлеве саплаштарасси, ачасемшĕн пособи илесси вăхăтра е палăртнă кун çитичченех пулса пырĕ.

3-7 çулти ачасемшĕн сахал тупăшлă çемьесем ку таранччен пĕр тан укçа илсе тăнă. Çулталăк пуçламăшĕнче ирттернĕ канашлура Раççей Президенчĕ Владимир Путин çакнашкал йĕркене улăштарасси çинчен сăмах пуçарнă. Пĕлтĕр асăннă ÿсĕмри ачасемшĕн илекен тÿлев республикăри пурăнмалли чи пĕчĕк виçен çуррипе — 4770 тенкĕпе — танлашнă. Кăçал чи пĕчĕк виçе ÿснĕрен тÿлев 4925,5 тенкĕрен кая пулмĕ.

Раççей Ĕçлев министерстви 3-7 çулхи ачасемшĕн пособи илекен çемьесене тишкернĕ. Чылайăшĕнче, тÿлеве шута илсен те, кашни çын пуçне лекекен тупăш пурăнмалли чи пĕчĕк виçене çитеймест. Çавна май малашне пособи уйăрас алгоритм улшăнĕ. Çемьери кашни çын пуçне пурăнмалли чи пĕчĕк виçе тивĕçмесен пособие минимумăн 50% вырăнне 75 е 100 поценчĕпе шайлаштарĕç. Çапла вара 3-7 çулти ачасемшĕн тÿлев чи пысăк виçи 9883 тенкĕпе танлашĕ.

Алена Геннадьевна çакнашкал çĕнĕлĕхсем кĕтнине пĕлтернĕ май çакна аса илтерчĕ: кунашкал пособие кил-йыш çемьери вăтам тупăш кашни çын пуçне 9804 тенкĕрен иртмесен илсе тăма пултарать.

Каласа хăварни вырăнлă-тăр: «сахал тупăшлă» тесе çирĕплетнĕ çемьен регистраци вăхăчĕ пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен тухать тĕк граждансен статуса тăсма социаллă хÿтлĕх пайне çÿремелле мар. Малаллахи 6 уйăхлăха вăл хăйне хăех сыхланса юлĕ.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА.

Комментари хушас