Чăваш сцени çинче Петипа балечĕ чĕрĕлсе тăчĕ

13 Ака, 2018

Ĕнер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ пуçланчĕ. Кăçал балет уявĕ «Петипа-гала» концертпа уçăлчĕ.

Уява пухăннисене ЧР культура министрĕ Константин Яковлевпа театрăн илемлĕх ертÿçи Данил Салимбаев саламларĕç. Гала-концерта Раççейри паллă балетмейстер Мариус Петипа /1818-1910/ çуралнăранпа 200 çул çитнине халалланă. Раççейри сумлă театрсенче ĕçленĕскер хăйĕн ĕмĕрĕнче 60 ытла спектакль лартнă. Чи палли вăл — «Пахита». Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче шăпах ăна чăваш сцени çине кăларчĕç. Тĕп партисене Францири Бордо театрĕн солисчĕсем Роман Михалевпа Сара Ренда ташларĕç.

Гала-концерта çавăн пекех «Приказ короля», «Сон Авроры» тата «Баядерка» балетсен сыпăкĕсемпе пуянлатрĕç. Ку спектакльсенче тĕп партисене Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артисчĕсем Анастасия Абрамовăпа Алексей Рюмин, Анна Серегинăпа Тимофей Федоренко ташларĕç.

Паян куракансем «Жизельпе» киленме пултараççĕ. Солистсем — РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Евгения Образцова тата Артемий Беляков /Мускаври Пысăк театр/.

Анна Трофимова, банк ĕçченĕ:

Балет курма час-час çÿретĕп. Хамăрăннисенчен мана уйрăмах Алексей Ромин кăмăла каять. Куракансем те килĕштереççĕ ăна. Вăл ташланă чухне питĕ хыттăн алă çупаççĕ. Францирен килнĕ артистсем те савăнтарчĕç. Вĕсен пултарулăх шайĕ пысăк пулни сцена çине тухсанах палăрать.

Дарья Егоровна, 64 çулта:

Оперăпа балет театрне тивĕçлĕ канăва тухсан çÿреме тытăнтăм. Кунта ялан тĕрлĕ фестиваль иртет. Вĕсене кашнинех килсе курма тăрăшатăп. Акă икĕ уйăх каялла Чăваш музыкин фестивалĕнче пулнăччĕ. Балет фестивальне виççĕмĕш хут килетĕп. Кашни çул хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать вăл.

Рубрика: 

Комментари хушас