Мăн Сĕнтĕрти Юрий Туринке хуçалăхĕнче кĕлĕ карти уçнă

Муркаш районӗнчи Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан Юрий Туринке хуçалăхĕнче чăваш юписен комплексне уçнă. Ăна вырнаçтарнă кил хуçи кĕлĕ карти ваттисене асăнса пурăнма тата ачисемпе мăнукĕсене тăван халăх культурипе çыхăнтарма кирлине палăртнă.

Чăваш юписен комплексне уçма йĕркеленĕ уява Евгений Ерагин-Ешентей мӑчавӑр ертсе пынă. Унта хутшăннă Чăаш халăх сайчĕн администраторĕ тата хуçи Аçтахар Плотников пĕлтернĕ тăрăх, кил хуҫин йӑхне пилленӗ, ытлӑ-ҫитлӗ, сывлӑхлӑ пулма суннă.

Юпасен авторӗ — Вячеслав Еткер кӳлепеҫӗ. Комплекс варринче — тӗп юпа, ун тӑрринче —- Танкӑр Турӑ сӑнарӗ. Комплексӑн тӑватӑ кӗтесне чӑвашсен тӗнче модельне кӑтартакан тӑватӑ юпа: ылтӑн юпа, кӗмӗл юпа, пӑхӑр юпа тата чул юпа — лартса тухнă. "Кашни юпи ҫинче кӑвакалсем, кӑвакалӗсен урисенче виҫӗ ҫӑмарта", — тесе çырнă Аçтахар Плотников.

Вӑрнар районӗнчи Мăн Явăшра çуралнă, пӗчӗк предприяти тытса тӑракан Юрий Туринке кĕлĕ картине ачисемпе мăнукĕсене тăван халăх культурипе çывăхлатассишĕн уçнине пĕлтернĕ.

 

Вера ТИТОВА. Марина КАРЯГИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас