Пĕр урипе акара, тепринпе вырмара
"Çурхи акана ирттерсе ярăпăр-ха. Пĕр-икĕ эрнене чăтма пулать. Акса ÿстернине пухса илесси пуçа хыçтарать", – тетчĕ ертÿçĕре ĕçлекен пĕлĕшĕм. Тĕрĕсех каланăн туйăнать, анчах кашни ĕççи – яваплă, шанчăка тÿрре кăлармалли тапхăр. Кăçалхи çур акире кама ытларах шанма пулать тесен Сĕнтĕрвăрри районĕнче вăрах шухăшламаççĕ. Ăнăçлă ĕçлекен, паха тыр-пул туса илекен хуçалăх кунта йышлă мар.
















