Кинофестиваль. Вун иккĕмĕшĕ те хыçа юлчĕ
Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура хупăнчĕ.
Кинофестиваль 2008 çултанпа иртет. 2010 çултанпа унăн программа дирекцине паллă киновед, Раççей киноискусствăсен академийĕн академикĕ, кино историкĕ, Раççейри Оскар комитечĕн членĕ Сергей Лаврентьев ертсе пырать. Вăлах - кинофестивалĕн илемлĕх ертÿçи те.
12-мĕш фестивалĕн юлашки мероприятине СССР Тĕп телекуравĕн иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулĕсенчи дикторĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ артистки Ангелина Вовк ертсе пычĕ.
"Анне" гран-прие чи лайăх илемлĕ фильмшăн "7 пар нечистых" тивĕçрĕ. Çавăн пекех илемлĕ фильмсен конкурсĕнче 6 номинацире палăртнă ĕçсене те "Анне" статуэткăпа наградăларĕç.
Этнос сĕмлĕ тата регионсен фильмĕсен конкурсĕнчи ĕçсене пилĕк номинаципе пахаларĕç.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевăн парнине киноискусствăри гражданлăхпа патриотлăх темине çутатнăшăн Раççейĕн халăх артисчĕ Виктор Сухоров тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕ кинокартинăсемпе "Хыпарăн" çитес номерĕнче тĕплĕнрех паллаштарăпăр.
Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас