Тăван Атăл

24 Утă, 2017

Пĕрремĕш хут - Правительство çурчĕн куполĕ айĕнче

Çĕртмен 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн тĕрлĕ отраслĕнче ĕçлекен уйрăмах пултаруллă çынсене патшалăх премийĕ парса чысланă. ЧР Патшалăх премине илме тивĕçнисен шутĕнче - Хветĕр Уярăн "Шурча таврашĕнче" кĕнекине вырăсла куçарнă Зоя Васильевна Филиппова (Романова) тăлмачă, Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕ членĕ.

Чыславран мĕнле кăмăл-туйăмпа таврăннă пирĕн ĕçтешĕмĕр? Акă мĕн каласа пачĕ Зоя Васильевна.

24 Утă, 2017

Пурнăç тĕрĕсмарлăхĕ çинчен çырнă чухне те ырăна шанни пур

Хăйĕн çинчен калаçнине ытла та юратмасть-çке вăл. Ахальлĕн пулсан-и! Пĕр-пĕр журналист тахçанах кăсăклă материал çырса вулакана унпа çывăхрах паллаштармаллаччĕ. Халĕ епле çавăрма май килчĕ-ха Раштав кăмăлне? Сăлтавĕ пуррипе. Чăваш эстрада тĕнчине икçĕр ытла юрăпа пуянлатнă авторăн 2015 çулта иккĕмĕш кĕнеки те кун çути курчĕ. Хальхи вăхăтра вара Валерий Раштав сăввисене тĕпе хурса чи вăйлă юрăçсем хăйсен репертуарĕсене хатĕрлеççĕ.

24 Утă, 2017

"Тăван Атăл" журналпа туслашсан - хавас кăмăл пулĕ сан!

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Юратнă ентешĕмĕрсем! Сире пĕлме - икĕ самант. Чăн малтанах савăнăçлă хыпара пĕлтерем. Чăваш Республикин тĕп хулинче - шурă Шупашкарăмăрта - тăван чĕлхепе тухса тăракан "Тăван Атăл" журнала 2017 çулăн иккĕмĕш çурринче илсе тăрас, вулас, эппин унпа малашне те туслă та ĕçлĕ çыхăну тытас, пĕтĕм Чăваш тĕнчин (çав шутра чăн малтан литература, культура тата ÿнер пулĕç паллах) хыпарĕсене пĕлес текенсен йышĕ самаях ÿсрĕ. Çак ятпа, хисеплĕ авторсем, сире пурне те тав тăватăп тата, паллах, саламлатăп!

22 Çĕртме, 2017

Эп – сăвăç! Сăмахсен хуçи. Ман ăс-тăнра – шырав уççи...

Хам та сисрĕм: васкатăп, васкатăп –
Пур çĕре те çитессĕм килет.
Чунăмпа-чĕремпе эп туятăп –
Шелсĕр вăхăт çĕмрен пек вĕçет!
 
Ытларах юратма, тен, пуçларăм
Çынсене, хĕвеле, пĕлĕте...
Кун-çула йĕрлесе тин хак патăм:
– Пурнăçран хакли çук нимĕн те!
 
Йăнăшни, такăнни, ах, мĕн чухлĕ!
Тÿрлетеймĕп эп халь вĕсене...
Питĕ тертлĕ иккен чăнлăх çулĕ,
Çулăмпах çунтарать чĕрене.
 
Пурпĕрех пуçăма эп усмастăп.

Pages