Пĕрремĕш хут - Правительство çурчĕн куполĕ айĕнче

Çĕртмен 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн тĕрлĕ отраслĕнче ĕçлекен уйрăмах пултаруллă çынсене патшалăх премийĕ парса чысланă. ЧР Патшалăх премине илме тивĕçнисен шутĕнче - Хветĕр Уярăн "Шурча таврашĕнче" кĕнекине вырăсла куçарнă Зоя Васильевна Филиппова (Романова) тăлмачă, Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕ членĕ.

Чыславран мĕнле кăмăл-туйăмпа таврăннă пирĕн ĕçтешĕмĕр? Акă мĕн каласа пачĕ Зоя Васильевна.

- Пытармастăп, питĕ пăлхануллă та хумхануллă самант. Пăлхану пĕлетĕр-и хăçан пуçланчĕ? Пире, наградăна тивĕçнисемпе чĕннĕ хăнасене, Правительство çурчĕн 15-мĕш хутне лифтпа çитерсенех темелле-тĕр. Тата икĕ этаж çуран хăпартăмăр та шап-шурă та çутă зала кĕтĕмĕр. Шурă çивиттисемлĕ çавра сĕтелсем, креслăсем тата - хĕвел пайăркисем çупăрланă асамлăн ялкăшакан купол. Сĕтел çинче - йыхравланисен ятне-шывне çырнă табличкăсем. Церемони йĕркелÿçисем пире кĕтсе илеççĕ, хамăр вырăнсене тупма пулăшаççĕ. Ларсанах кÿршĕ кам-ши тесе шухăшласа кăна ĕлкĕртĕм, куç умри табличкăна асăрхарĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чĕре çавăнтах тапма чарăнчĕ тейĕн...

Ĕнтĕ пĕтĕмпех хатĕр. Картлашкасем тăрăх Михаил Васильевич хăпарчĕ. Раççей тата Чăваш Гимнĕсене ура çине тăрса итлерĕмĕр. Ларма ыйтрĕç. Лăпланма тытăнтăм çеç, хамăн хушамата хыттăн каланине илтетĕп. Пĕрремĕшне яланах çăмăл мар, апла пулин те хама алла илсе çирĕппĕн утма тăрăшатăп. Михаил Васильевич лауреат паллине çакса ячĕ, диплома уçрĕ те (астăвăр-ха, манăнне кăна!): "Тытăр, ку халĕ сирĕн ĕнтĕ", - терĕ, алла чăмăртарĕ. Сăн ÿкерĕнтĕмĕр. Республика Пуçлăхĕ мана малашне те çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ. Ăна тав туса, микрофон патне пытăм, сăмах каларăм. Йĕркеллех пулчĕ пулĕ тетĕп, хумханнине шаларах пытартăм, систермерĕм.

Мĕн каларăм? Писательсен союзне тав турăм, хамăн генилле вĕрентекенĕмсене - Чăваш халăх писательне Федор Ермилович Афанасьева (Хветĕр Уяра) тата СССР Патшалăх премийĕн лауреатне Николай Михайлович Любимов куçаруçа чĕререн хисепленине палăртрăм, мана пурнăç çулĕ çине тăратнă Шăмăршă районне, унта пурăнакан ентешĕмсене те манмарăм. Чăннипех те пурне те пысăк тав!

?*?*?*

Малалла вара хамăрăн çылăхлă çĕрĕмĕр çинех анар. Паллах, çакăн пек пысăк та хисеплĕ наградăна тивĕçни савăнтарать, хавхалантарать. Çав вăхăтрах чунра - тунсăх кĕвви те пур. Мĕне пула-ши тесе чылайччен шухăшланă, пуç ватнă хыççăн тинех ăнланса илтĕм тунсăх сăлтавне - ара, çак премие хăй вăхăтĕнче Хветĕр Уяра та пама пултарнă вĕт-ха! Анчах... паман. Мĕншĕн асăрхаман унăн талантне - çав вăхăтри çыравçăсен пĕрлĕхĕн правленийĕнче? Хветĕр Уярăн "Таната" романне Раççей шайĕнчи критиксем пысăка хурса хакланă-çке! Пирĕннисем вара Федор Ермиловича националист ярлăкне çакма хăтланнă. Юрать-ха вăхăт хăйĕнне турĕ, пĕтĕмпех вырăна лартрĕ. Çапах та, çапах та...

Хветĕр Уярăн "Таната", "Таркăн" романĕсемсĕр пуçне унăн ытти хайлавне те куçарма тÿр килнĕччĕ. Сăмах май, Уяр хăй те вырăсла питĕ аван пĕлнĕ, хăш-пĕр хайлавне вырăсла куçарнă, анчах хăйĕнчен те, ыттисенчен кĕтнĕ пекех, питĕ çирĕп ыйтнă. Тепĕр тесен, куçарусăр пуçне те çырмалли питĕ нумайччĕ унăн.

Сăмах хускатрăмăр пулсан, мĕн пытармалли, кирлĕ шайра пулса пыраймасть пирĕн куçару тени ниепле те. Тĕрĕссипе, авторсен хăшĕн укçа-тенкĕ пур, вĕсем çавăн чухне кăна хайлавĕсене йĕркеллĕ куçаруçа сĕнме пултараççĕ тейĕпĕр. Куçарттарни кăна мар, кайран издательствăра та кĕнекене хăйсен укçипех пичетлеттерме, кун çути кăтартма тивет.

Анчах ăçта пирĕн пултаруллă çыравçăсен ĕçĕсене шыракан, тупакан, хаклакан, издательствăна пичетлеме сĕнекен тытăмсем? Мĕншĕн пулăшмаççĕ, каçарăр та, кирлĕ хускану-утăмсем тумаççĕ? Урăхла каласан талантлă, мăнаçлă япаласене асăрхаса кун çути кăтартасси пĕтĕмпех автор çинче юлать.

Куçару тенĕрен, мĕншĕн чăваш çыравçисен хайлавĕсене ытти халăхăн чĕлхине куçарма, тĕнче умне кăларма май-меслет тупаймастпăр эпир? Тутарсен, тĕслĕхрен, оригинал чĕлхинченех (вырăсла вариантсăр!) ытти чĕлхене куçарасси начар мар пурнăçланса пырать. Эпир вара чăвашларан вырăсла куçарассине те пулин майлаштараймастпăр.

Тен, оригинал чĕлхинчен куçаракан тăлмачăсем çуккинче манăн айăп та пур-тăр. Вырăссен "Учитель! Воспитай ученика..." текен каларăшне вулакансем те илтнех. Шел, туса çитереймерĕмĕр пулас. Куçаруçăсене вĕрентме пултаракансем вара, ман шутпа, хамăр хушăрах пур. Тĕслĕхрен, Борис Чиндыков. Дипломлă тăлмачă. Турккă, акăлчан, нимĕç чĕлхисене аван пĕлет...

Хамăн шухăшăмсене вара "Тăван Атăл" журнал вулаканĕсене ырлăх, сывлăх, тăнăçлăхпа мирлĕ пурнăç сунса, çакăн пек сăмахсемпе вĕçлес килет. Туссем, кĕнеке вулама ан ÿркенĕр! Чăвашлисене те, вырăслисене те... Мĕнле чĕлхе пĕлетĕр, хăш чĕлхе сире çывăхарах - çав чĕлхепе те вулама тăрăшăр.

Пысăк трибунăсем çинчен паян «çамрăксем кăна мар, аслăраххисем те кĕнеке вуласах каймаççĕ» текен шухăша калаççĕ. Компьютер, ноутбук, смартфон тата ытти çавăн евĕр хатĕр, паллах, хăйсен ĕçне тăваççĕ. Анчах хут çине пичетлесе кăларнă кĕнекесене пурпĕр ытларах вулаççĕ. Пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартатăп. Мана Чăваш Республикин Патшалăх премине пани çинчен те радиопа, те телевизорпа илтсе паллакан икĕ хĕрарăм шăнкăравларĕ. Таисия Михайловнăпа Лидия Игнатовна. "Пирĕн те "Шурча таврашĕнче" кĕнекене вулас килет. Ăçта тупса илме пулать ăна?" - теççĕ. Малалла вулас...

 

Лидия ФИЛИППОВА çырса илнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.