Комментари хушас

24 Утă, 2017

"Тăван Атăл" журналпа туслашсан - хавас кăмăл пулĕ сан!

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Юратнă ентешĕмĕрсем! Сире пĕлме - икĕ самант. Чăн малтанах савăнăçлă хыпара пĕлтерем. Чăваш Республикин тĕп хулинче - шурă Шупашкарăмăрта - тăван чĕлхепе тухса тăракан "Тăван Атăл" журнала 2017 çулăн иккĕмĕш çурринче илсе тăрас, вулас, эппин унпа малашне те туслă та ĕçлĕ çыхăну тытас, пĕтĕм Чăваш тĕнчин (çав шутра чăн малтан литература, культура тата ÿнер пулĕç паллах) хыпарĕсене пĕлес текенсен йышĕ самаях ÿсрĕ. Çак ятпа, хисеплĕ авторсем, сире пурне те тав тăватăп тата, паллах, саламлатăп! Эппин, сирĕн литература хайлавĕсене вулакансем, хак паракансем те ытларах пулĕç.

21-мĕш ĕмĕр - интернет, компьютер ĕмĕрĕ. Никамшăн та вăрттăнлăх мар çакă. Тавлашуллă хăш-пĕр самантсем пур пулсан та, интернет сĕнекен май-меслетсемпе усă курмасăр тăма пултараймастпăр паян. Тĕслĕхрен, "Тăван Атăл" журнал почта урлă Раççейĕпех саланать. Паян вара шăпах интернет урлă Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче тымар ярса пурăнакан ентеш-йăхташăмăрсемпе çыхăну тытма çăмăлраххине никам та хирĕçлемĕ.

Пĕр-пĕрин патне кайса-килсе çÿренине, куçа-куçăн калаçнине, паллах, нимĕн те çитмест. Анчах паянхи саккăрла кăна мар, вуннăлла та çаптаракан саманара тухса çÿресе хутшăнасси пур чухне те мĕншĕн пурнăçланайманнине пурте чухлатпăр. Эппин, ентешĕмĕр-йăхташăмăрсем, малашне эпир тата эсир пурте интернет паракан майсемпе - электронлă çырăнтару, скайп çыхăнăвĕ, электронлă почта т.ыт.те - туллин те тухăçлăн усă курасса шанас килет.

Иккĕмĕш самант. "Тăван Атăл" журналăн тавра курăмĕ тата шухăшлавĕ çапларах. Çынна, унăн ÿсĕмĕ-çитĕнĕвĕсене пурăннă чухне (вăл пурнăçран уйрăлса кайсан кăна мар!) хаклама пĕлмелле. Паян пирĕнпе юнашар çук çыравçăсене, сăвăçсене, культурăпа ÿнер ĕçченĕсене те манăçа кăлармалла мар тесе шухăшлатпăр.

Журнал страницисенче хăй вăхăтĕнче Чăваш енĕн паллă писателĕсен, публицисчĕсен хайлавĕсем, тĕрлĕ жанрлă ĕçĕсем пичетленнĕ. Литературăна кăна тишкерер. Василий Краснов-Асли, Леонид Агаков, Александр Алка, Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ, Георгий Ефимов, Юрий Скворцов, Хĕветĕр Уяр, Анатолий Емельянов, Анатолий Кибеч, Александр Галкин, Василий Давыдов-Анатри, Мария Волкова, Мария Ухсай, Александр Кăлкан, Юрий Сементер, Николай Теветкел, Лаврентий Таллеров, Любовь Мартьянова тата ытти вун-вун пултаруллă сăмах ăсти хăйсен литература ĕçĕсене чăн малтан "Тăван Атăл" журналта кун çути кăтартнă. Паян та журнал тавра çыравçăсен тата авторсен çирĕп шăнăрĕ пуçтарăннă-йĕркеленнĕ теме пулать. Журнал ертÿçисем, ăна кун çути кăтартакансем Чăваш Республикинчи, Раççей Федерацийĕн чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнĕсенчи писательсен союзĕсене, ытти пĕрлĕхĕсене, тĕрлĕ юхăмĕсене пĕр чăмăра пĕрлештерме тăрăшаççĕ, чăвашлăха аталантарас çулпа çирĕппĕн утаççĕ.

Тĕрлĕ çулта журнал редакторĕнче Илле Тукташ, Аркадий Ĕçхĕл, Çемен Элкер, Ухсай Яккăвĕ, Александр Кăлкан, Василий Алакер, Уйăп Мишши, Василий Алентей, Владимир Абашев, Леонид Агаков, Петĕр Львов, Александр Галкин, Георгий Краснов, Лаврентий Таллеров, Хĕветĕр Агивер, Арсений Тарасов, Василий Кервен ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра редакторта Лидия Михайлова тăрăшать.

Хисеплĕ вулаканăмăрсемпе хаклă ентешĕмĕрсем! Темле пулсан та чун апачĕ çинчен те мантарас килмест сире. Эсир юратса вулакан "Тăван Атăл" литературăпа культура тата искусство журналĕ (асăрхăр _ тăван чăваш чĕлхипе патшалăх шайĕнче кун çути куракан пĕртен-пĕр журнал) малашне те чăваш çыравçисен, сăвăçисен, публицисчĕсемпе критикĕсен чи лайăх хайлавĕ-тĕпчевĕсемпе паллаштарĕ. Паянхи тата иртнĕ пурнăç çинчен каласа паракан чи çивĕч очерксемпе эссесем, чĕлхе, наци, общество, тĕн, культура, ÿнер, кăмăл-сипет, литература тишкерĕвĕсем, критикăлла статьясем, ытти жанрпа çырнă усăллă хайлавсем, архив докуменчĕсем малашне те пулĕç журналăмăрта.

Çакă та пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республики тулашĕнче _ Мурманскран Владивостока тата Калининградран Камчаткăна çити тымар ярса пурăнакан пирĕн аякри, анчах чуна çывăх ентеш-йăхташăмăрсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме палăртатпăр. Литература ани çине тăрас шухăш-кăмăллă çамрăксене те пулăшма, вĕсен пуçламăш утăмĕсене кăтартакан хайлавсене "Тăван Атăл" вулаканĕсем патне çитерме тăрăшăпăр.

Эппин, тусăмăрсем, ентешĕмĕрсем, малашне те пĕрлех пулар. Мĕн шухăша ярать сире, мĕн пăшăрхантарать, савăнтарать _ çырăр, сĕнĕр, тавлашăр… Редакцие кĕрсе çÿрĕр.

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.