22 Çĕртме, 2017
Эп – сăвăç! Сăмахсен хуçи. Ман ăс-тăнра – шырав уççи...
Хам та сисрĕм: васкатăп, васкатăп –
Пур çĕре те çитессĕм килет.
Чунăмпа-чĕремпе эп туятăп –
Шелсĕр вăхăт çĕмрен пек вĕçет!
Ытларах юратма, тен, пуçларăм
Çынсене, хĕвеле, пĕлĕте...
Кун-çула йĕрлесе тин хак патăм:
– Пурнăçран хакли çук нимĕн те!
Йăнăшни, такăнни, ах, мĕн чухлĕ!
Тÿрлетеймĕп эп халь вĕсене...
Питĕ тертлĕ иккен чăнлăх çулĕ,
Çулăмпах çунтарать чĕрене.
Пурпĕрех пуçăма эп усмастăп.
Йăпататăп хама: чун таса.
Турăран пĕр халал çеç ыйтатăп:
– Вăй парсам малашне пурăнма.