Поэзи каçĕ

22 Çĕртме, 2017

Эп – сăвăç! Сăмахсен хуçи. Ман ăс-тăнра – шырав уççи...

Хам та сисрĕм: васкатăп, васкатăп –
Пур çĕре те çитессĕм килет.
Чунăмпа-чĕремпе эп туятăп –
Шелсĕр вăхăт çĕмрен пек вĕçет!
 
Ытларах юратма, тен, пуçларăм
Çынсене, хĕвеле, пĕлĕте...
Кун-çула йĕрлесе тин хак патăм:
– Пурнăçран хакли çук нимĕн те!
 
Йăнăшни, такăнни, ах, мĕн чухлĕ!
Тÿрлетеймĕп эп халь вĕсене...
Питĕ тертлĕ иккен чăнлăх çулĕ,
Çулăмпах çунтарать чĕрене.
 
Пурпĕрех пуçăма эп усмастăп.
7 Пуш, 2014

Çуркунне, хĕрарăм, юрату...

Çак сăмахсем ытларах янăрарĕç Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче иртнĕ поэзи каçĕнче. Уява хĕрарăм çыравçăсене йыхравланă. Ахальтен мар, паллах: ара, кĕçех пĕтĕм тĕнче чиперуксене ăшă сăмахсемпе пĕрлех капăр чечек çыххисемпе, хаклă парнесемпе савăнтарĕ.