Чăваш студенчĕсем — Турцире, е Чăваш чĕлхине унта та пĕлеççĕ
Çамрăклăх тени вăшт! кăна иртсе каякан телейлĕ вăхăт пулнине аслăрах ăрурисем шахвăртнă тăрăх пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Анчах мĕн кăна туса ĕлкĕрмелле мар çак кĕске вăхăтра: нумай вуласа тавра курăма ÿстермелле, чуна килĕшекен лайăх професси шыраса тупмалла, аслă пĕлÿ илмелле, тĕнче курма та ĕлкĕрмелле...