«Самант» 3№, пуш уйăхĕ, 2014 çул.

«Самантăн» черетлĕ кăларăмĕ журнал тĕпелĕнче хастар çамрăксемпе паллаштарать. «Иртнипе малашлăх чиккинче», «Атăлçи мул-тупри» ярăмсем малалла пыраççĕ. Çĕнĕ рубрика та старт илет: «Аслă анне Ева пикисем» ярăма «Хĕрарăм пăлхавĕ» статья пуçлать.

Пуш уйăхĕнче «Самантра» чуна уçаканĕ - «Сарпике» халăх ансамблĕн балетмейсерĕ Алиса Лукина.

«Юрату-ырату», «Хĕр-упраç тĕпелĕ» ярăмсенче яшсемпе хĕрсем юратату пирки тавлашаççĕ, хĕрсемпе каччăсем пĕр-пĕрне тиркесе те илеççĕ.

Джек Лондонăн «Пурнăçа юратни» калавĕ - чи паллисенчен пĕри. Ăна чăвашла вуласа курнă-и эсир. Курман. Халĕ вара - вуласа пăхатăр.

Журнал вулаканшăн кăсăклă пуласса шанатпăр. Тем те пур унта!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.