- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш студенчĕсем — Турцире, е Чăваш чĕлхине унта та пĕлеççĕ
Çамрăклăх тени вăшт! кăна иртсе каякан телейлĕ вăхăт пулнине аслăрах ăрурисем шахвăртнă тăрăх пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Анчах мĕн кăна туса ĕлкĕрмелле мар çак кĕске вăхăтра: нумай вуласа тавра курăма ÿстермелле, чуна килĕшекен лайăх професси шыраса тупмалла, аслă пĕлÿ илмелле, тĕнче курма та ĕлкĕрмелле... Студент пулса курсан çеç яш ĕмĕр сĕтекне туллин тутанса кураятăн текен каларăш та пур тата. Мĕншĕн çапла шак хуни пирки вара кашниех тĕплĕн шухăшласа пăхнă-ши-ха? Чăнах та, паянхи кун студент пулса тăнă яш-хĕрĕн çамрăк ĕмĕре тулли те усăллă ирттерме пĕтĕм майсем пур темелле. Ан ÿркен кăна. Тĕслĕх илме вара аякка каймалла мар.
Иртнĕ çул чÿкпе раштав уйăхĕсенче Турцире Тĕрĕк халăх çамрăкĕсен конференцийĕ иртрĕ. Тĕрлĕ кĕтесрен (Азербайджан, Гагаузи, Казахстан, Туркменистан, Раççейри Тува, Якут, Тутар, Чăваш республикисенчен) килнĕ студентсем, аспирантсем тата вĕрентекенсем хутшăнчĕç унта. Чăваш Енрен конференци ĕçне хутшăнма И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕренекен студенчĕсем Кристина Гавриловăпа Наталия Иванова тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аспирантки Светлана Поликарпова тивĕçрĕç.
Наталия Иванова «Самант» тусĕсене ют çĕр-шывра пулса курнă хыççăнхи шухăш-туйăмĕпе паллаштарма кăмăл турĕ.
– Эпир, чăваш студенчĕсем, Турцие ыттисенчен маларах çитнĕччĕ. Пире питĕ хапăлласа кĕтсе илчĕç. Те çапла кăмăллă йышăннăран çыннисем ют пулни сисĕнмерĕ те темелле. Анкарана вĕçсе çитсенех эпир çамрăксен ертÿçипе – Метин Бейпе паллашрăмăр. Унпа калаçнă хыççăн пире хăна çуртне вырнаçтарчĕç, сăйларĕç. Тепĕр кунне Казахстанпа Туркменистан студенчĕсем те килсе çитрĕç. Эпир вĕсемпе паллашрăмăр, туслашсах кайрăмăр. Кайран вара ытти студентпа пĕрле автобуспа Ескишехир хулине çул тытрăмăр.
Ескишехир – Турцири чи илемлĕ хуласенчен пĕри. Çак хула пире, тĕрĕк халăхĕсене, пурне те пĕрлештерчĕ те ĕнтĕ. Кунта Çамрăксен конференцийĕ иртрĕ. Çак кунах эпир пуçтарăннă хăнасемпе Турцири Çамрăксен тата спорт пуçлăхĕпе Саат Кылычпа тĕл пултăмăр. Кашни хăна хăйĕнпе паллаштарнă май ăçтан килнине те каларĕ. Пурте пĕр-пĕрне тăван тăрăхран илсе килнĕ сувенирсем парнелерĕç. Çапла вара эпир пĕр-пĕринпе паллашса пĕр çемьери пек пурăнма пуçларăмăр.
Конференци виçĕ куна çеç тăсăлчĕ пулин те ĕмĕрех асра юлмалли самантсем пулчĕç вĕсем. Хамăрăн чăваш кĕпине тăхăнса хăнасене халăхăмăрăн илемĕпе паллаштарни вара пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли пулчĕ пуль. Пирĕн тĕрĕллĕ-эрешлĕ çи-пуçа пăхса ытараймарĕç, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç! Асра юлмалăх пурте пирĕнпе сăн ÿкерĕнчĕç.
Конференци пынă вăхăтра пире Гази университечĕн профессорĕ Туран Гювен, Сауле Юсупова куçаруçă тата Альпер Альп питĕ нумай пулăшрĕç. Конференцире пĕтĕмпе 200-300 çын хутшăнчĕ. Кунта пирĕнсĕр пуçне Турци студенчĕсем те докладсем турĕç, килнĕ хăнасене пурне те хисеп хучĕсемпе тивĕçтерчĕç.
Çамрăксен ертÿçи Метин Бей ертсе пынипе хăнасем турккă çĕр-шывĕнчи тĕрлĕ паллă вырăнсенче пулса курчĕç: Коньйăри Мевляна ячĕпе хисепленекен храмра, Анат-Кабирта. Паллах, историре паллă йĕр хăварнă çак вырăнсем пирĕнте те çĕнĕрен те çĕнĕ туйăмсем çуратрĕç...
Конференци вĕçленнĕ хыççăн туссемпе сыв пуллашма вăхăт çитрĕ. Çапах та эпир Турци Республикипе тÿрех уйрăлса каймарăмăр-ха. Пире чăвашсен çывăх юлташĕ Бюлент Байрам хăйĕн патне хăнана чĕнчĕ. Вăл Чăваш Республикинче темиçе çул пурăнса чăвашла питĕ лайăх калаçма вĕреннĕ. Пирĕнпе те вăл чăвашла кăна хутшăнчĕ. Бюлент Байрам пире хăй ĕçлекен Тракйа (Trakya University) университетне чĕнчĕ, унта вĕренекен студентсемпе паллаштарчĕ. Кунтах тепĕр тюрколог, чăвашла аван пĕлекен профессор Огузхан Дурмуш (Oguzhan Durmuş?) та ĕçлет иккен, вăл та пирĕн тăван чĕлхене кăсăклансах тĕпчет. Огузхан пирĕнтен чăваш халăхĕн пурнăçĕпе çырулăхĕ пирки те чылай ыйтса пĕлчĕ. Тăван çĕр-шывран аякра та чăваш чĕлхипе çапла çăмăллăнах хутшăнма май пурри пирĕншĕн, чăваш уйрăмĕнче вĕренекен студентсемшĕн, чăннипех савăнăç пулчĕ. Хамăр патăмăрта хăш-пĕр пуçтахсем «чăваш чĕлхи Канашран иртсен кирлĕ мар» тени пĕртте тÿрре тухмарĕ. Пирĕн чĕлхемĕр турккă çĕрĕнче хисеплĕ чĕлхесен шутĕнче иккен, ăна пысăк универстетсенче ĕçлесе пурăнакан профессорсем те пĕлни пире пушшех хавхалану кÿчĕ.
Çапла Турцире пулнă вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Тăван кĕтесе таврăнсан та турккă çĕр-шывĕнче мĕн курни-пĕлни нихçан та асран тухмĕ. Студентсем унта тÿлевсĕ-рех кайса курма пултарни, пĕрремĕшĕнчен, эпир Чăваш патшалăх университечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕренекен студенчĕсем пулнипе те, иккĕмĕшĕнчен – пирĕн пулас профессипе те («Ют çĕр-шыв филологийĕ» профиле алла илетпĕр) тачă çыхăннă. Çавна май тăван аслă шкулăмăра та пĕтĕм чунтан тав сăмахĕ калас килет.
Елена ЧЕКУШКИНА, Наталия ИВАНОВА
Комментари хушас