Самант

29 Авăн, 2014

Патшасен патши

Тăван халăх кун-çулĕн кĕрекинче аслă вырăн йышăнакан, тĕнче историне «Турă чăпăркки» ятпа кĕрсе юлнă Аттила (тĕрĕсрех - Аттил, Аттел) хăйĕн Бледа (Пĕлĕт) аслă тетĕшĕпе хăçан патшана ларни иккĕленÿсĕр паллă: 434 çулта.

29 Авăн, 2014

Тĕнчен тăватă кĕтессине пĕрлештерекен

Тĕнчене кутăн çавăрса хунă хунсем чăваш халăх историйĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ. Çакна тулли кăмăлпа йышăнма эпир хальлĕ­­хе пиçсе те çитмен-ха. Европа анлăшĕсене тухиччен пирĕн несĕлсем сюнну ?усал тискерĕç - хаяр варвар% ятпа Китай империне хăратса тăнă.

29 Авăн, 2014

Александр Пушкин тата чăваш пики Улькка

Чăваш историне Александр Сергеевич Пушкин 1824 çулта кĕрсе вырнаçнă темелле. Çав çул çĕртмен 7-мĕшĕнче вăл Одессăран П.Вяземский патне çыру çырать. «Паян санăн арăму çитрĕ, санăн çырăвусене тата Василий Львович мадригалне илсе килчĕ.

29 Авăн, 2014

"Юрлакан чĕресем": Кашни концерт - яваплă экзамен

Çулталăк каялла «Юрлакан чĕресем» ушкăнăн продюсерĕ тата ертÿçи Владимир Рыбкинпа тĕл пулнăччĕ эпир («Самант», 2013, чÿк, 11№). Пултарулăх-ăсталăхне районсенче тĕрĕсленĕ-туптанă хыççăн çĕнĕ ушкăн 900 ытла çын пуçтарăннă Филармони залĕнче 2013 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче олимп старчĕ илнĕччĕ.

29 Авăн, 2014

Чулхулари Акатуй

Кăçал çулла тăван куль­турăшăн сулмаклă утăмсем чылай пулчĕç. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри Чулхула Акатуйĕ тесе хакламалла. Чăвашсен сакраллă уявне Парижра е Петропавловск-Камчатскийĕнче паллă тунипе тĕлĕнтереймĕн: хамăр ял! Чулхулара Акатуй янраттарни вара - пачах урăх юрă.

Pages