Комментари хушас

29 Авăн, 2014

Патшасен патши

Тăван халăх кун-çулĕн кĕрекинче аслă вырăн йышăнакан, тĕнче историне «Турă чăпăркки» ятпа кĕрсе юлнă Аттила (тĕрĕсрех - Аттил, Аттел) хăйĕн Бледа (Пĕлĕт) аслă тетĕшĕпе хăçан патшана ларни иккĕленÿсĕр паллă: 434 çулта. Вăл хăçан сарăмсăр вилнине вара иккĕлле калаççĕ: Аквитани Просперĕ тата «Галл хроникин 511-мĕш çулĕ» ăна 453 çулта вилнĕ тесе асăнаççĕ, Марцеллин Комит вара Аттила 454 çулта тĕнчерен кайнă тет. Патшасен патши хăçан çурални паллă мар. Ытларахăшĕн шухăшĕпе вăл 406 çулта тĕнчене килнĕ. Ячĕ ытла та чăвашла илтĕннĕрен ăна Атăл юхан шывĕпе тÿрремĕнех çыхăнтараççĕ. Чăннипе, Аттил ят мар - титул. Çĕр-шыв ашшĕ - атте ел - тенине пĕлтерет вăл. Урăхла каласан - император. Унăн ашшĕн ячĕ - Мундзук. Ят пуçламăшĕнчи «мун» уйрăм сăмах, «пысăк, мăн» тенине пĕлтерет. Ашшĕн тетĕшĕсем - Октар тата Рукил (Приск тепĕр тетĕшне те - Оиварсие - асăнать: Оивар). Хунн патшисен юн-ăратĕнче (династийĕнче) арçын ячĕсенче «ар» тата «ил» (е «ел») сыпăксем пулнăран çав ятсем титулсене пĕлтернĕ тесе шухăшлас килет.

 

Кăçал Аттил (хăйĕн аслă тетĕшĕ Пĕлĕтпе пĕрле) патшана ларни 1580 çул çитрĕ, çут тĕнчерен уйрăлни 1560 çул тултарчĕ. «Хунсем (гунсем) пире çывăх халăх пулнă», - тесе çут тĕнчере паян чăвашсемсĕр пуçне тек никам та калаймасть. Венгри Республикине Magyarorszag тесе çеç мар, Hungaria ятпа та чĕнеççĕ пулин те чăн-чăн Хунгарипе - Хунсен империйĕпе - çыхăнман ку. Мадьяр-укăрсем Вăтам Дунай тÿремне IX ĕмĕрте çеç куçса пынă. Аттил патшан тĕп çурчĕ вара - паянхи географи чĕлхипе каласан - хальхи Венгри аслă тÿ­­ремĕнче пулнă. Çавăнпа ĕнтĕ мадьярсене хун тесе каласси Хунгари еткерĕнчен юлнă ят çех. 440 çулта Аттила Вăтам Дунай çинчи Маргус хулин епископне хун патшисен вил тăприсене тустарнă тесе айăплать те юхан шыв патĕнчи Рим провинцийĕсене аркатса тухать. Кăшт каярах Дунайпа Тисса юхан шывĕсем тăрăхне туртса илет те кил-станне Паннонире никĕслет.

Кăçал Дунай урлă çĕнĕ кĕпер хывнă чухне Будапештра IV ĕмĕрте пытарнă гунн кил-тăприне (гробница) тупрĕç. Пуянлăхне кура кунта йăх ертÿçине пытарнă тесе шухăшлаççĕ археологсем. Вилнĕ çынна леш тĕнчене хĕç парса янăран хăшĕсем Аттилăн вил тăприйĕ тупăнчĕ иккен тесе те каларĕç. Метеорит тимĕрĕнчен туптанă пысăк хĕç чăнах та хун патшипе çыхăннă хавхана - Тенкри хĕçне аса илтерет. Европа литературинче ăна Марс (Арес) хĕçĕ теççĕ. Тенкри хĕçĕ мĕнле тупăнни çинчен Аттил патне кайнă Византи элчи Приск (Пани Прискĕ) çырса хăварнă.

Кĕтĕвĕнчи пĕр вăкăр уксахлама пуçланине асăрханă темĕнле кĕтÿçĕ. Çав янавар урине мĕнле амантнине пĕлес тесе хуçи юнлă йĕр тăрăх кайнă та çĕр айĕнчен хĕç тухса тăнине курнă. Курăк çисе çÿрекен вăкăр ăна асăрхаман та - урине кастарнă. Кĕтÿçĕ хĕçе чавса кăларнă та Аттил патне илсе пынă. Лешĕ питĕ савăннă çак хĕç тупăннăшăн - Тенкри (Танкăр) панă паллă тесе йышăннă.

Çак хĕç хунсен кил-станне Византи элчелĕхĕ çитес умĕн тупăннă пулать. Çав хĕçе çеçен хир патшисем питĕ сума сунă, ăна вăрçă туррине чысланă тесе хисепленĕ тет. Анчах авалхи вăхăтсенче вăл çухалнă пулать, халĕ вара ăна турă янаварĕ вăкăр тупнă. Аттил шухăшĕпе, турă перс халăхне, кайран ыттисене парăнтарма панă паллă ку. Хунсем çеç мар, Рим тата Византи çыннисем, ытти халăхсем те Марс хĕçне Аттилăна парса турă патшан хăватне тата ÿстерессе систернĕ тесе ĕненнĕ.

«Пĕтĕм гунсен тата Скифири йăхсен тĕнчери пĕртен пĕр ертÿçи тата хуçи, мĕн пур варварсем хушшинче юмахри пек мухтавлă пулнăран тĕлĕнтерекенскер», - тесе хаклать хун патшине Иордан. Аттил сăнарĕ германсен фольклорне кĕрсе юлнă, скандинавсен сагисене куçнă. Паян кунччен те Аттилăна пĕлмен çын çут тĕнчипе те çук.

Аттил патшана тетĕшĕпе пĕрле ларнишĕн нимĕн тĕлĕнмелли те çук: вăл вăхăтсенче кунашкалли тăтăшах пулнă. Пĕр патша халăх пурнăçне йĕркеленĕ, тепри вара çар-вăрçă ĕçне тытса пынă. Аттилăна çĕнтерме хăнăхнă, лайăх йĕркеленĕ, опытлă çар лекнĕ. Ашшĕн шăллĕ Рукил римлянсене нухрат (дань) тÿлеттерниех хунсен çарĕн хевтине палăртать. Аттилпа Пĕлĕт патшана ларсан вĕсем вĕçĕмсĕр походсем пуçланă. Вунă çул хушшинче хунсем хальхи Венгри, Греци, Испани, Итали çĕрĕсене тытса илнĕ. Пирĕн çул пуçсен вил тăприсене тустараççĕ тесе Аттилăпа Пĕлĕт 435 çулта Маргус хулине (халĕ - Позаревак) тапăнаççĕ. Артак (мир) килĕшĕвĕ тăрăх - византсен нухрата икĕ хут ытларах тÿлемелле (кашни çул ылтăнпа 317 килограмм). 435-439 çулсенче хунсем анăçра лăпланаççĕ, вĕсен çарĕсем çурçĕрте тата тухăçра ыттисенне пăхăнтараççĕ. Византи çакăнпа усă курса нухрат тÿлеме пăрахать. 441 çулта Аттил Византи империне кĕрсе каять, Виминациум (Костолак), Маргус, Сингидунум (Белград), Сирмиум (Метровика) тата ытти хулана аркатса тăкать. Тухăç Рим империйĕ хунсенчен артак - мир ыйтать. Чылай калаçу ирттерсе аран-аран мир тăваççĕ Тухăç Рим империйĕпе Хунн империйĕ. Тăвăл лăпланать, анчах Кĕçĕн Феодосий император нухрат тÿлеме, тарса кайнă çынсене тавăрса пама килĕшмест. 443 çулта Аттил Константинополь патнех çитет, Византи çарĕсене аркатса тăкать. Хунн патши 2600 кг ылтăнпа нухрат пама, кашни çулах тепĕр 900 кг ылтăн тÿлесе тăма хушать. Тухăç Рим килĕшет.

445 çулта Пĕлĕт сарăмсăр вилет. Нумай автор çакăншăн Аттила айăплă тесе çырать, Пĕлĕте Византи агенчĕсем вĕлернĕ тесе калани те пур. Вăрçă капкăнне лекнĕ Тухăç Рим империйĕ хунсен патшисене тĕп туса инкекрен хăтăласшăн пулни ĕненмеллерех паллах. II Феодосий (Кĕçĕнни) император хунсен хунă нухратпа килĕшмест. 447 çулта Аттила Византи империне аслă поход пуçлать. Марцеллин Комит çапла йышăнать: «Хăрушă вăрçăра, малтанхинчен самай йывăртараххинче, Аттила пур Европăна тенĕ пек тусан туса авăрса тухрĕ».

Византи Аттила патне элчелĕх янă. Çавăн чухне, 449 çулта, хунн патши станĕнче пулса курнă та ĕнтĕ Приск историк (Приск Панийски). Аттила пăхма мĕнлерех пулнине çырса хăвараканĕ шăпах вăл. Аттилăна сăнарлакан историксем Приск çырса хăварнисемпе усă курнă. «Çак çын халăхсен сехрине хăпартма тата пур тĕнчене те хăратса тăма çут тĕнчене килнĕ. Хăйĕн çинчен çÿрекен сăмах-юмахпах вăл пурне те чĕтреттерсе тăнă. Мăн кăмăллăн утнă май вăл айккинелле пăхса илсен те унăн яка пĕвĕн кашни хусканăвĕ хăрушă пек туйăнать. Вăрçă вăрçма юратаканскер, Аттила апат-çимĕçпе иртĕнмен, ăс-тăнпа çирĕп пулнă, мĕн ыйтнине тивĕçтерме тăрăшнă, кам унран пулăшу-хÿтĕлев ыйтнă - ăна пулăшнă. Çÿллĕшпе пысăк мар, сарлака кăкăрлă, пысăк пуçлă, хĕсĕк куçлă, сайра сухалĕ тĕл-тĕл кăвакарнă, сăмси лаптакрах, ÿчĕ хăмăр». Аттилăна хунсене парăннă халăх ертÿçисем çеç мар, ăна пăхăнса тăман патшасем те юратнине палăртаççĕ авалхи авторсем.

Хунсем йÿркĕн халăх пулнă тесе калатпăр та вĕсем юртсенче те шатăрсенче çеç пурăннă тесе шутлатпăр. Аттилăна хăй куçĕпе курнă, хунсен патĕнче пулнă Приск вара урăхларах çырать. Хунсем ялсенче пурăннине калать, çул çÿревре вĕсене пăрипе, пыл сăрипе, сăрапа сăйланине пĕлтерет. Пĕрре элчелĕх çил-тăвăла лекет. Çиçĕм çиçсе аçа çапса хăрушла çумăр çуни элчĕсене веçех хăратса ÿкерет, вĕсем ăçта куç курать - çавăнта тараçççĕ. Телее, пур çул-йĕр те çав тăрăхра хунсен ялне илсе пынă иккен. Пĕр-пĕрне кăшкăра-кăшкăра чĕннĕрен вĕсем пĕтĕм яла вăратнă. Хунсем хăмăш çунчăксем чĕртсе урама сиксе тухнă. «Пирĕнпе пыракан варварсем çанталăка пула шар курнине каласа пачĕç. Ял çынсем пире хăйсем патне чĕнчĕç, килĕсене илсе кĕчĕç, вучахсене нумай хăмăш хурса пире ăшăтрĕç. Çак ял хуçи - вăл Пĕлĕтĕн (Аттил тетĕшĕн) арăмĕсенчен пĕри иккен - çимелли-ĕçмелли тата пирĕн кăмăла хăпартма хитре хĕрарăмсем ярса пачĕ. Çакă хисеп кăтартни шутланать. Эпир хĕрарăмсене апатшăн тав турăмăр, анчах тек вĕсемпе хутшăнмарăмăр. Эпир пÿртсенче çĕр каçрăмăр, тул çутăлсан япаласене шырама кайрăмăр. Вĕсене пăрахса хăварнă çĕрте, кÿлĕ хĕрринче, кÿлĕре те тупрăмăр. Ăпăр-тапăра типĕтсе эпир кунĕпех ялта пултăмăр. Çанталăк лайăхланчĕ, хĕвел çиçме тытăнчĕ. Лашасемпе ытти выльăх-чĕрлĕхе пăхнă хыççăн патша майри патне кайрăмăр. Ăна саламларăмăр та виçĕ кĕмĕл чашăк, хĕрлĕ тĕспе сăрланă сăран, Инди пăрăçĕ, финик çырли тата ытти пылак çимĕç парнелерĕмĕр. Варварсен çĕрĕсем çинче ÿсменрен çак çимĕçсене вĕсем питĕ хаклаççĕ. Пире тарават пулнăшăн патша арăмне ырлăх-сывлăх сунтăмăр».

«Темиçе çырма урлă каçсан эпир пысăк яла çитрĕмĕр, унта Аттила керменĕ ларать. Пире ĕнентернĕ тăрăх, çак кермен Аттил валли ытти вырăнсенче лартнă керменсенчен чи лайăххи. Ăна хитре касса кăларнă пĕренесемпе хăмасенчен хăпартнă, йĕри-тавра йывăç хÿме. Хÿмине вара такамран хÿтĕленме мар, илемшĕн тытнă. Патша çурчĕ хыççăн чи лайăххи - Онигисий (Онигис, Онекес) пÿрчĕ, ăна та йывăç хÿ­­мепе çавăрнă. Анчах унăн хÿмине Аттилăнни пек турулсемпе (башньăсемпе) илемлетмен. Хÿмерен инçех те мар мунча, ăна Аттила хыççăн скифсем хушшинче чи хăватлă Онигисий лартнă. Мунча тума вăл Пеон çĕрĕнчен ятарласа чул илсе килнĕ, мĕншĕн тесен варварсен çакăнти çĕрĕнче вăрман та, чул та çук».

Куçса çÿрекен, йÿркĕн халăх йывăç пÿртсемлĕ ялта пурăнать, çуртсем лартма таçтан аякран йывăç турттарать. Ăшши лайăх пултăр тесе мунча чулне те урăх çĕртен илсе килнĕ! Хăтлă-тĕплĕ пурнăç пырать. Апла эпир хунсене тĕрĕс мар хаклатпăр. Византи элчи Аттилăн Крека аслă арăмĕ патĕнче пулни те хунсен «йÿркĕнлĕхне» пач урăхла кăтартать. «Карта леш енче нумай çурт ларать* пĕрисене касса эрешленĕ хăмасенчен хитрен çапса тунă, теприсене пĕр пек чутласа кăларнă пĕренесенчен лартнă, вĕсене урайĕ­н­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­чен тытăнса çавăрса пураланă. Кунта Аттилăн арăмĕ пурăнать* алăк умĕнче тăракан варварсем мана шала ирттерсе ячĕç, эпĕ çемçе вырăн çинче выртакан Крека патне кĕтĕм. Урайне кĕççе кавирсем сарнă, вĕсем тăрăхах утса çÿреççĕ. Патша арăмĕ тавра нумай тарçă тăратчĕ* ăна хирĕç урайĕнче ларакан хĕр-чурасем вара, тумтир çийĕн хитрелĕхĕшĕн тăхăнакан пусма пĕркенчĕкĕсен тĕсĕсемпе куçа йăмăхтарчĕç».

Тĕнчене кутăн çавăрса хунă Аттила тулăх пурнăçран, шучĕ çук пуянлăхран иртĕнсе кайнă ăшăх чун-кăмăллă çын пулман. «Ытти варварсемпе пирĕн валли питĕ тутлă апат-çимĕç хатĕрленĕ, ăна кĕмĕл савăтсемпе пачĕç* Аттила умне вара йывăç турилккепе какай çеç лартса панă. Пур енĕпе те сăпайлăх кăтартрĕ вăл. Ĕçкĕ-çикĕ­­рисене ылтăн тата кĕмĕл чашăксемпе сăйларĕç, унăн чашăкĕ вара йывăçранччĕ. Тумтирĕ те унăн ахальли кăначчĕ, типтерлĕхĕсĕр пуçне нимĕнпе те уйрăлса тăмастчĕ. Скифсем хушшинче йăлана кĕнĕ пек çакăнса тăракан хĕçне те, варвар пушмакĕсен кантрисене те, лашин йĕвенне те ылтăнпа, чулсемпе, ытти хаклă япалапа хитрелетмен», - çырса кăтартать Приск.

Элчелĕх хÿттипе Аттилăна вĕлерес шухăш та каварланă Тухăç Рим империйĕ. Паллă çар пуçне Эдекона ылтăн парса çак хура ĕçе элчелĕх тăлмачин Вигилăн пурнăçламалла пулнă. Эдекон византсем мĕн шухăш тытнине хунн патшине каласа панă. Çапах та Вигил тăлмачăна вĕлерме хушман кавар пирки пĕлнĕ Аттила, çылăхне каçарттарма вара пысăк укçа тÿлет­тернĕ.

Хунсене Византие тарнă çыннисене тавăрса пама, 6 пин литр ылтăн (2 тоннăна яхăн) тÿ­ле­­­ме, малашне вара кашни çулах нухрат 2 пин те 100 литр ылтăнпа парса тăма килĕшет Тухăç Рим. «Çак вăрçă хыççăн римсене (византсене) хăрушла инкек-ниш килсе çапрĕ, нумайăшĕ выçăпа е чăтаймасăр çакăнса вилчĕç», - палăртать Приск.

Хунсен çарĕ мăн йăхсенчен йĕркеленнĕ. Аттила вăхăтĕнчи мăн йăх - кĕçĕн йăхсене тата ăрат-ăрусене пĕрлештерекен 50 пине яхăн çын темелле. Çак 50 пин çын пĕр чемен (тĕмен, тумен, 10 пинлĕ) çар тăратнă. Вăл вуннăллă йĕркерен тăнă: чи пĕчĕк пай - 10 юлан утçă. Хунн империне кĕрекен алансен те çар йĕрки çакнашкалах пулнă, герман йăхĕсем вара кăшт урăхларах тытăмпа пурăннă. Аттил çарĕнчи çуран çуйăçсем, тĕпрен илсен, германсем.

Хунн патши вăрçă ĕçне лайăх пĕлнине тата ăнланнине пурте йышăнаççĕ. Унăн кăрал чĕмне (боевой дух) нимĕнле тăшман та хуçайман. Патша кăмăлĕ вара ыттисене те витĕр витĕмленĕ. Аттил çапăçу хирне хăй тухниех çĕнтерÿ илсе килет тесе ĕненнĕ. Турă вырăнне пулнă вăл.

Паян кунччен йăнăш курăм хуçаланать çынсен ăс-тăнĕнче. Хунсене саранча пекех йышлă тесе шухăшлаççĕ темшĕн. Тĕрĕссипе вĕсем йышпа сахал пулни пирки пит шухăшламастпăр та. Чăннипе вара Аттил пур вăрçăра та йышпа хунсенчен нумайрах тăшманпа çапăçнă. Унăн çар таланчĕн тепĕр ырă енĕ - тытăçусене пĕчĕк çухатусемпе выляса илме пĕлни. Çавăнпа çар тактикинче хăвăрт рейдсем, çиçĕмле тапăнусем, харăс чакни, вăрттăн çавăрса илни тăтăшах тĕл пулнă. Çапăçу хирĕнче пĕр мел тепĕр меслете куçнине тăшман ăнкарса та илеймен. 451 çулта Каталаун хирĕнче пулса иртнĕ халăхсен вăрçинче çеç Аттила тÿрĕ тытăçуран пăрăнман та çын нумай çухатнă.

Аттила империйĕнчи тĕп халăхсем - хунсем, алансем тата германсем (тухăç готсем). Хун çарĕнче çапăм вăйсем юлан утçă ухăçсенчен тăнă. Хунсен тата алансен (скифсен) лаша çинчен пеме меллĕ ухă пулнă (ăна хунн уххи теççĕ). Сиккипе пыракан лаша çинчен тĕле 100 метртан лектерме, икĕ çеккунтра пĕр çĕмрен пеме пултарнă юлан утçăсем. Ушкăнпа тапăнса кĕнĕ чух çуйăçсем ухăран 200 метра яхăнах пенĕ.

Çитес номерте «Самант» тусĕсене Аттилăпа çыхăннă юрату историне каласа парăпăр: «Халăхсен вăрçи» пуçланнă çав юрату пăтăрмахне пула, шырлансем юнпа тулса çырма пек юхнă!

Менгу ТИМУР

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.