Сывлăх

16 Пуш, 2016

ĂШĂ ТАПХĂРТА ВĔРĔЛЕÇÇĔ

Çанталăк ăшăтсан ÿтĕн инфекци чирĕсем уйрăмах анлă сарăлаççĕ, вĕрĕлсе аптратаççĕ.

Кăмпа чирĕ ÿте, чĕрнене, лăймака сийе, çÿçе сиенлет. Тепĕр çынран ерет. Ăна бассейнра, пĕрлехи душра, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмре, пляжра çаклатма пулать. Çак сиплев витĕмлĕ.

Примочка. Сиплĕ улăх кĕпçин /окопник лекарственный/ 100 грамм тымарне 500 миллилитр шурă эрехе ямалла. 2 эрне лартмалла. Сиенленнĕ ÿте настойкăпа кунне 2-3 хут йĕпетмелле.

16 Пуш, 2016

ХĔРЕН КОСМЕТИКИ

Чĕкеç шатринчен, пигмент пăнчинчен. Вĕтĕ теркăпа хырнă 100 грамм хĕрен тымарне çур литр апат уксусне ямалла. Çăтă хупнă савăтпа тĕттĕм сивĕ вырăнта 14 кун лартмалла, сăрăхтармалла. 2 апат кашăкĕ шĕвеке вĕресе сивĕннĕ çур стакан шыва ямалла, унпа пите кунне темиçе хут сăтăрмалла. Шĕвеке хупă савăтпа тĕттĕм сивĕ вырăнта упрамалла.

16 Пуш, 2016

ЮН ПУСĂМĔ ŸСЕТ ПУЛСАН

Юн пусăм. ÿснипе /гипертони/ аптракансене сиплев гимнастики туни сывлăха лайăхлатма пулăшать?

Ларса

1. Урасене хулпуççисен сарлакăшĕнче тытса лармалла, алăсене аялалла усмалла. Алăсене чавсара хуçлатса лапписене хулпуççисем çине хумалла — сывласа илмелле; каялла усмалла та лăстăр-лăстăр силлемелле — сывласа кăлармалла. 5-6 хут тумалла.

10 Пуш, 2016

Кардиохирурги уйрăмĕн чи пултаруллă кардиологĕсенчен пĕри

Татьяна Ермолаева республикăн кардиологи диспансерĕнче çирĕм çула яхăн ĕçлет. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Паян Татьяна Николаевна - диспансерăн кардиохирурги уйрăмĕн чи пултаруллă кардиологĕсенчен пĕри, аслă квалификаци категориллĕ тухтăр.

Pages