ЮН ПУСĂМĔ ŸСЕТ ПУЛСАН
Юн пусăм. ÿснипе /гипертони/ аптракансене сиплев гимнастики туни сывлăха лайăхлатма пулăшать?
Ларса
1. Урасене хулпуççисен сарлакăшĕнче тытса лармалла, алăсене аялалла усмалла. Алăсене чавсара хуçлатса лапписене хулпуççисем çине хумалла — сывласа илмелле; каялла усмалла та лăстăр-лăстăр силлемелле — сывласа кăлармалла. 5-6 хут тумалла.
2. Урасене пĕрле тытмалла, алăсене пилĕк çине хумалла. Чĕркуççире хуçлатнă сылтăм урана айккинелле ямалла, каялла лартмалла. Çак хусканăвах сулахай урапа тумалла. Ирĕклĕ сывламалла. 6-8 хут тумалла.
3. Урасене хулпуççи сарлакăшĕнче тытмалла, алăсене пилĕк çине хумалла. Сылтăм алла çÿлелле çĕклемелле те лăштăрах ямалла. Çакна сулахай алăпа тумалла. Ирĕклĕ сывламалла. 5-6 хут тумалла.
4. Урасене пĕрле тытмалла, алăсене усмалла. Сулахай урана чĕркуççире хуçлатмалла, алăсемпе кăкăр патнелле туртмалла — сывласа илмелле, урана «ÿкермелле», алăсене аялалла усмалла — сывласа кăлармалла. Çакнах сылтăм урапа тумалла. 6 хут.
5. Пукан хыçне сĕвенмелле, урасене пĕрле тытмалла, алăсене аялалла усмалла. Сулахай урапа велосипедпа ярăннă чухнехи пек хускану 3-4 хут тумалла, 3-4 çеккунт тăхтанă хыççăн ура мышцисене çемçетмелле. Çакнах сылтăм урапа тумалла. Ирĕклĕ сывламалла. 5-6 хут тумалла.
6. Пукан хыçне сĕвенмелле, урасене хулпуççисен сарлакăшĕнче тытмалла, алăсене пилĕк çине хумалла. Сывласа илнĕ чухне хырăма мăкăртмалла, сывласа кăларнă чухне шалалла туртса кĕртмелле. 4 хут тумалла.
7. Урасене хулпуççисен сарлакăшĕнче тытмалла, алăсене пилĕк çине хумалла. Пуçа сылтăмалла пăрмалла — каялла ямалла, сулахаялла пăрмалла — каялла ямалла; пуçа малалла пĕкмелле — каялла çĕклемелле, хыçалалла ямалла — каялла çĕклемелле. Пуç çаврăнсан хусканăва тума чарăнмалла, иртсен каллех тумалла. Ирĕклĕ сывламалла. 4-6 хут тумалла.
Тăрса
8. Урасене пĕрле тытмалла, алăсене пилĕк çине хумалла. Сулахай тата сылтăм урасене черетпе чĕркуççире хуçлатмалла. Ирĕклĕ сывламалла. 6-8 хут тумалла.
9. Алăсемпе пукан хыçĕнчен тытса тăмалла, купарчасемпе сулахай тата сылтăм еннелле çавра хусканусем тумалла. Ирĕклĕ сывламалла. 8-10 хут тумалла.
10. Пукан çумне сылтăм айăкпа тăмалла, сылтăм алăпа хыçĕнчен тытмалла. Сулахай урана малалла-каялла сулламалла. Унтан пукан енне сулахай айăкпа çаврăнса хусканăва сылтăм урапа тумалла. Ирĕклĕ сывламалла. 10-12 хут тумалла.
11. Урасене хулпуççисен сарлакăшĕнче тытса тăмалла, алăсене аялалла усмалла. Кĕлеткене сулахаялла авмалла, сулахай алла ун тăрăх хул айĕсем патнелле шуçтарса хăпармалла. Каялла майланса тăмалла. Çак хусканăвах тепĕр еннелле тумалла. Ирĕклĕ сывламалла. 6-8 хут тумалла.
12. Урасене сарса тытмалла, алăсене усмалла, куçа хупмалла. Сулахай урана малалла çĕклемелле, алăсене айккинелле сармалла, çапла 5 çеккунт тытăнса тăнă хыççăн ал-урана каялла ямалла. Сылтăм урапа та çакнах тумалла. Ирĕклĕ сывламалла. 4-6 хут тумалла.
13. Урасене хулпуççисен сарлакăшĕнче тытмалла. Пукан хыçĕнчен тытса 3 хут ярăна-ярăна кукленсе илмелле, каялла тăмалла. Ирĕклĕ сывламалла. 4-8 хут тумалла.
14. Урасене пĕрле тытмалла, алăсене усмалла, пĕçĕсене çĕклесе 25-35 çеккунт утмалла. Ирĕклĕ сывламалла.
Гимнастика хыççăн хăвăр тĕллĕн мăй, хулпуççисен мышцисене тĕрлĕ еннелле шăлса, лутăркаса массаж тусан лайăх.