Сывлăх

19 Ака, 2017

ТĂВАР СИПЛЕТ

  •  Ӳте вĕри шывпа пĕçертсе ярсан суран çине тӳрех апат тăварĕ сапмалла. Темиçе минутранах ыратни иртет, ӳт те хăмпăланмасть. Тăвар шыçнине хи­рĕçле хăватлă витĕмпе палăрса тăрать, лайăх сиплет.
  •  Вĕри япалапа пиçсе кайсан та сиенленнĕ ӳте малтанхи çеккунтсенчех апат тăварĕ сапса бинтпа çыхмалла. 10 минутран çыхха илме юрать. Алă айĕнче тăвар пулмасан пиçсе кайнă тĕле 10-15 минута сивĕ таса шыва чикмелле е юхакан шыв айне тытмалла. Ку суран сарăласран хӳтĕлет, юн куçассине лайăхлатать, ыратнине ирттерет.
19 Ака, 2017

ĂШĂТАÇÇĔ, ТĂРТАННИНЕ ИРТТЕРЕÇÇĔ

Çăм япаласем тĕрлĕ чирпе аптрасан ырă витĕм кÿреççĕ. Вĕсем сивĕрен хÿтĕлеççĕ, сиплеççĕ. Выльăх çăмĕн паха енĕсене тишкерсе тухар-ха.

Сурăх çăмĕ

Вăл ытти выльăх çăмĕ пекех нÿрĕке лайăх туртса илет, тарпа пĕрле наркăмăшсене кăларать, ÿт-пĕве типĕ тытать.

Сурăх çăмĕ тата шыçнине, ыратнине ирттерекен витĕмпе палăрса тăрать. Çавăнпа унран хатĕрленĕ çи-пуç ăшăтать кăна мар, тĕп сиплевпе пĕрле усă курсан лайăх пулăшать.

Pages