ТĂВАР СИПЛЕТ
- Ӳте вĕри шывпа пĕçертсе ярсан суран çине тӳрех апат тăварĕ сапмалла. Темиçе минутранах ыратни иртет, ӳт те хăмпăланмасть. Тăвар шыçнине хирĕçле хăватлă витĕмпе палăрса тăрать, лайăх сиплет.
- Вĕри япалапа пиçсе кайсан та сиенленнĕ ӳте малтанхи çеккунтсенчех апат тăварĕ сапса бинтпа çыхмалла. 10 минутран çыхха илме юрать. Алă айĕнче тăвар пулмасан пиçсе кайнă тĕле 10-15 минута сивĕ таса шыва чикмелле е юхакан шыв айне тытмалла. Ку суран сарăласран хӳтĕлет, юн куçассине лайăхлатать, ыратнине ирттерет.
Асăрханăр! Пиçсе кайнă ӳт çине пăр, уйрăмах тăварпа пĕрле, хума юрамасть. Çак япаласен хушшинче хими реакцийĕ пулса иртет, ӳт тата ытларах сиенленме пултарать.
- Тăварпа коньякран та питĕ витĕмлĕ эмел хатĕрлеме пулать. Çур литр кĕленчине виççĕ-тăваттăмĕш пайĕ таран коньяк ямалла, хĕррине çитичченех питĕ вĕтĕ апат тăварĕ тултармалла. Кĕленчене тăвар ирĕлсе пĕтичченех силлемелле.
Çак хутăшпа ыратакан сыпăсене кунне темиçе хут сăтăрмалла, шăл туни шыçсан ун çине тăварлă коньякра йĕпетнĕ мамăк хумалла. Пиçсе кайнă ӳте, сурана тăварлă коньякпа кунне 5 хут йĕпетмелле. Унра йĕпетнĕ марльăна ура кĕлинчи мăкăрăлнă шăмă /шпора/, чирлĕ пилĕк, ревматизма пула ыратакан сыпă çине хурса сипленеççĕ. Мигрень чухне хутăшпа пуçа сăтăрма /анчах гипертони чухне мар/ юрать.
Хырăмлăх чикенĕ тата варвитти аптратсан кунне икĕ-виçĕ хут 1 апат кашăкĕ тăварлă коньяка çур литр вĕри шыва ярса ĕçмелле, çапла сипленнĕ вăхăтра диетăна пăхăнмалла.
Комментари хушас