Комментари хушас

19 Ака, 2017

ĂШĂТАÇÇĔ, ТĂРТАННИНЕ ИРТТЕРЕÇÇĔ

Çăм япаласем тĕрлĕ чирпе аптрасан ырă витĕм кÿреççĕ. Вĕсем сивĕрен хÿтĕлеççĕ, сиплеççĕ. Выльăх çăмĕн паха енĕсене тишкерсе тухар-ха.

Сурăх çăмĕ

Вăл ытти выльăх çăмĕ пекех нÿрĕке лайăх туртса илет, тарпа пĕрле наркăмăшсене кăларать, ÿт-пĕве типĕ тытать.

Сурăх çăмĕ тата шыçнине, ыратнине ирттерекен витĕмпе палăрса тăрать. Çавăнпа унран хатĕрленĕ çи-пуç ăшăтать кăна мар, тĕп сиплевпе пĕрле усă курсан лайăх пулăшать.

Сăрламан /химипе витĕм кÿмен/ çăмпа усă курмалла. Унра биологи тĕлĕшĕнчен усăллă енĕсем тата ланолин лайăх упранаççĕ. Ланолин — сиплĕ ăвăс, çут çанталăк антисептикĕ, вăл ÿт-пÿрен ăшăнса ÿте сăрхăнса кĕрет, ăна кăна мар, мышцăсемпе сыпăсене те сиплет. Çавăнпа подагра, ревматизм, радикулит чухне, сыпăсем ыратсан чирлĕ вырăнсене çăм тутăрпа е шарфпа чĕркени усăллă.

  •  Ал лапписем, пÿрнесем ыратсан алă тунине тасатман сурăх çăмĕнчен çыхнă сула тăхăнмалла е икĕ çăм çиппине пĕтĕрсе çыхмалла. Салтмасăр çÿремелле.
  •  Мигрень аптратсан пуçа çăм шарф çыхмалла. Ыратни майĕпенех иртет.
  •  Вырăнпа выртакан чирлĕ çыннăн ÿт шăтасран çăм тÿшек пулăшать.
  •  Лимфа тĕввисем шыçнă е хăлха ыратать пулсан чирлĕ тĕле çăм пусма хурса çыхăпа çирĕплетмелле.
  •  Бронхит, пневмони чухне сурăх çăмĕ шыçнинчен сиплет. Çак тĕслĕхсенче çара ÿт çине çăм жилет тăхăнмалла.
  •  Час-часах шăнса пăсăлакан çыншăн сурăх çăмĕнчен хăй çыхнă свитер е ытти япала тăхăнса çÿрени усăллă. Çак япала энергетики паха, сывлăха ырă витĕм кÿрет.

Йытă çăмĕ

Йытă çăмĕнчен çыхнă япаласем шыçнипе кĕрешеççĕ, ыратнине ирттереççĕ, организма пĕтĕмĕшле çирĕплетеççĕ. Çемçе, пурçăн пек çăмпа мар, хытă çăмпа усă курмалла, вăл чылай сиплĕрех. Ÿт-пĕве çăм йĕп терапийĕ евĕр витĕм кÿрет:

  •  нерв вĕçĕсемшĕн усăллă;
  •  лайăх ăшăтать;
  •  чирлĕ вырăна юн пырса тăрассине вăйлатать;
  •  ыратнине чакарать;
  •  мышцăсен ĕçне лайăхлатать;
  •  тĕртĕмсене апат пырса тăрассине лайăхлатать;
  •  тăртаннине чакарать.

Йытă çăмĕнчен хатĕрленĕ япаласем радикулит, çурăм шăммин кирек хăш пайĕн остеохондрозĕ чухне, шăнса пăсăлсан паха.

Тĕрлĕ ăрат йытăн çăмĕ тĕрлĕ чиртен сипленме юрăхлă пулнине те палăртмалла: болонка çăмĕ — гинекологи чирĕсенчен, кăнтăр вырăс овчаркин çăмĕнчен çыхнă калпак — мигреньрен, чау-чау йытă çăмĕ — шăнса пăсăлнинчен, сунасран, кавказ овчаркин çăмĕнчен çыхнă жилет — ÿпке шыçнинчен.

Сиплевре çăм калпакпа, пиçиххипе, çыхăпа, алсишпе, чăлхапа усă кураççĕ. Вĕсене çара ÿт çине тăхăнсан лайăхрах.

Тĕве çăмĕ

Ăшăтать, юн тымарĕсене сарать, шыçнине ирттерет, лăплантарать, юн куçассине, тĕртĕмсенчи ылмашăну ĕçне лайăхлатать, тăртаннине чакарать.

Тĕве çăмĕнчен хатĕрленĕ япаласем артрит, остеохондроз, сыпă ревматизмĕ, неврит, аллерги чухне, çурăм ыратсан, ыйхă вĕçсен, çапăнса ыраттарсан, мышцăсене туртăнтарсан усăллă.

Çăм минтерпе, утиялпа, пледпа, çи-пуçпа, радикулитран сиплекен ятарлă пиçиххипе усă кураççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.