Хресчен сасси

13 Раштав, 2013

Эмеле ăçта упрамалла?

Çутă ан лектĕр. Эмел препарачĕсем хĕвел пайăрки лекекен вырăнта тăрсан хăйсен пахалăхне çухатаççĕ, çавăнпа вĕсене тĕттĕм вырăнта е тĕксĕм кĕленчере тытаççĕ.

Нÿрĕк ан çаптăр. Таблеткăпа капсула таврашĕ нÿрлĕ вырăнта хăвăрт йĕпенет, çавăнпа вĕсене типĕ вырăнта упрамалла.

Сывлăш ан кĕтĕр. Эмел кĕленчине уçă хăварсан е лайăх хупмасан вăл пăсланма е кислородпа реакцие кĕме пултарать. Таблеткăсене заводра кăларнă чĕркемрех упрамалла.

6 Раштав, 2013

Патшалăх пулăшăвĕпе

2006 çулта çĕр-шывра ял хуçалăхне пулăшма «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ йышăнчĕç. Кайран вăл патшалăх программи пулса тăчĕ. Çавна май отрасле тепĕр хут вăй кĕчĕ, çĕнĕ фермăсемпе комплекссем уçăлма тытăнчĕç, машинăпа трактор паркĕ хăватлă техникăпа пуянланчĕ. Çичĕ çулта республикăра 160 выльăх-чĕрлĕх объектне çĕнĕрен тунă е юсанă. Сысна, чăх-чĕп ĕрчетесси уйрăмах аталанчĕ. Агропромышленноç секторне пĕтĕмпе 44 млрд тенкĕлĕх инвестици явăçтарнă.

6 Раштав, 2013

Пĕрле туртсан лав çăмăлрах

Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçре, Александр Бикулов фермер хуçалăхĕнче, çĕнĕ ферма хута кайрĕ.

- «Слава» хуçалăх юхăнсан район ертÿçисем пире хуçасăр юлнă уй-хире илме ыйтрĕç. Килĕшрĕмĕр, - каласа парать Лидия Бикулова. - Унтан ял çыннисенчен пай çĕрĕсене илтĕмĕр. Майĕпен усă куракан лаптăксем 1150 гектара çитрĕç. Паян унта тырă, выльăх апачĕ çитĕнтеретпĕр.

Бикуловсем фермер хуçалăхне 2007 çулта йĕркеленĕ.

Pages