Комментари хушас

13 Раштав, 2013

Кролик ĕрчетнĕ чух

Кролик ĕрчетес текенсене çакна шута илме сĕнесшĕн.

Пĕрремĕшĕнчен, килти кролика нихăçан та ют çынна ан парăр, хăвăр та ютран ан илĕр. Калăпăр, сирĕн кÿршĕн питĕ лайăх кролик аçи пур, хăвăрăнне унăннипе чуптарасшăн. Çакна тÿрех тума юрамасть. Малтанлăха аçана 30 кунччен карантина хупмалла. Мĕн тенине пĕлтерет-ха ку? Уйрăм çĕре, уйрăм читлĕхе хупса сăнамалла. Çакна тумасан кÿршĕ кроликĕн мĕн пур чирĕ сирĕннисене куçать. Ырă-сывă пулнине курса ĕненсен тин ăна хăвăрăнни патне ярăр. Çакна ас тăвăр: кролик çăмĕ йăлтăртатса тăмалла, апчхулатмалла мар унăн, хăлхисене те хыçмалла мар, вар витти палли те ан пултăр.

Иккĕмĕшĕнчен, читлĕхре яланах таса пулмалла. Чи лайăххи - цинкпа витнĕ сетка. Ун пеккинче яланах таса пулĕ. Читлĕхне йывăçран ăсталанă пулсан урайĕ ансăр тăрăх хăмасенчен пултăр, кунашкаллинче каяшĕ тытăнса тăмĕ. Талккăшĕпех хăма сарнă урайне вара кашни кун тасатма тивĕ.

Чылай чухне 1,5-2 уйăхри кроликсем пĕрин хыççăн тепри вилни пирки ÿпкелешсе калаçнине илтме тивет. Читлĕхĕ меллĕ те таса пулсан инкекĕ те çулăхмĕччĕ. Çурасем ытларах чухне кокцидозран (инфекци чирĕ) вилеççĕ, каяшĕ çинчех утса çÿрекенсене сиплесен те сыватма май çук.

Виççĕмĕшĕнчен, читлĕхре нÿрĕ пулмалла мар. Кролик ури йĕпе пулсан ринит лекессе кĕтсех тăр. Çитменнине пĕри чирлесен пурне те чирлеттерме пултарать.

Кроликсен пÿлĕмĕнче таса та типĕ пулмалла. Витĕр çил вĕрмелле мар.

Выльăх тытакан кирек епле хуралтăра та аммиак шăрши кĕме тытăнать. Кроликсем вара ку шăрша тÿсме пултараймаççĕ. Сиенлĕ газ вĕсен сывлăхне палăрмаллах хавшатать. Эрнере пĕрре хыр йывăçĕн пăчкă кĕрпине пăрахсан сăмсана çуракан шăршă тăмĕ.

Шел те, читлĕхе таса тытнипех кроликсен сывлăхне сыхласа хăварма май килмĕ. Кролик витине çулталăкра икĕ хут дезинфекцилемелле. Йывăçран тунă пайĕсене извĕçпе шуратмалла, тимĕр пайĕсене çулăмпа хĕртмелле (çав тери меллĕ газ горелкисем пур халĕ). Витене хлорлă йодпа дезинфекцилеме те юрать. 20 тăваткăл метр пÿлĕме валли 10 г йод, 1 г алюмини тата 165 мл шыв кирлĕ. Керамика савăта йод яраççĕ, алюмини хушса лайăх пăтратаççĕ, шыв хушаççĕ. Çийĕнчех пăс тухма пуçлать, вăл витипех сарăлать. Çапла 20-25 минут лартăр. Кроликсене урăх çĕре куçарма кирлĕ мар. Кайран витене уçăлтарма кăна ан манăр.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.