Патшалăх пулăшăвĕпе

6 Раштав, 2013

2006 çулта çĕр-шывра ял хуçалăхне пулăшма «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ йышăнчĕç. Кайран вăл патшалăх программи пулса тăчĕ. Çавна май отрасле тепĕр хут вăй кĕчĕ, çĕнĕ фермăсемпе комплекссем уçăлма тытăнчĕç, машинăпа трактор паркĕ хăватлă техникăпа пуянланчĕ. Çичĕ çулта республикăра 160 выльăх-чĕрлĕх объектне çĕнĕрен тунă е юсанă. Сысна, чăх-чĕп ĕрчетесси уйрăмах аталанчĕ. Агропромышленноç секторне пĕтĕмпе 44 млрд тенкĕлĕх инвестици явăçтарнă.

Иртнĕ çул çĕр-шывра «Фермер ĕçне пуçăнакан», «Хресчен (фермер) хуçалăхĕн никĕсĕ çинче çемье фермине аталантарасси» программăсене йышăннă май фермерсен йышĕ ÿсме тытăнчĕ.

Хушма хуçалăхран фермера куçакан самай. Çакă патшалăх грант шучĕпе укçа парса пулăшнипе те çыхăннă. 2012-2013 çулсенче, акă, ферма тума кайнă тăкака саплаштарма 10 фермер (хресчен) хуçалăхне субсиди панă. Патшалăх пулăшăвĕн виçи 62,74 млн тенке çитнĕ, çав шутра федераци укçи - 40,7 млн, республикăн - 22,03 млн тенкĕ. Иртнĕ çул конкурспа - 3, кăçал 7 фермер хуçалăхне суйласа илнĕ. Вĕсем сĕт, аш-какай туса илеççĕ.

2013 çулта грант илнĕ Александр Бикулов фермер Чăваш Енре чи малтан çĕнĕ ферма хута янă. Пĕлтĕр конкурсра çĕнтернĕ М. Тагеев (Сĕнтĕрвăрри районĕ), Г. Атласкин (?Комсомольски), Ю. Голубев (Пăрачкав) фермерсем те лайăх ĕçлеççĕ. Вĕсем кĕске хушăрах пысăк фермăсем туса лартнă.

Йывăрлăхран хăрамасăр фермер ĕçне çамрăксем те кÿлĕнеççĕ. Тĕслĕхрен, Çĕмĕрле районĕнчи Денис Харитонов çирĕмрех пысăках мар хуçалăха ертсе пыма тытăннă. Ăна тăванĕсем пулăшса пыраççĕ. Вăл, 990 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕскер, вырăнти пушă ларакан фермăна тепĕр хут выльăх-чĕрлĕхпе тултарнă.

Патшалăх пулăшăвĕпе техника паркне çĕнетекен сахал мар. 2012-20013 çулсенче ял хуçалăх техники - 38, ĕне выльăх 315 пуç ?çав шутра сăвăнаканни 207% туяннă. Кăçалхи тăхăр уйăхра вунă çемье ферминче 31,3 млн тенкĕлĕх тупăш илнĕ. Вĕсем çак тапхăрта 1,2 млн тенкĕ налук тÿленĕ. Çемье фермисенче мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 1289 пуç (пĕлтĕрхипе танлаштарсан 64 процент ÿснĕ), сурăх - 252 (137). Усă куракан çĕр лаптăкĕ 6,35 пин гектар. 77 ĕç вырăнĕ хушăннă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.