Хресчен сасси

30 Утă, 2014

Хамăрăнах лайăх

Кăçал тыр-пул хакĕ ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн пĕлтĕрхинчен пысăкрах пулмалла. Республикăн правительство комиссийĕн ларăвне (вăл иртнĕ эрне кун Çĕрпÿ районĕнче иртнĕ) хутшăннă ертÿçĕсем çĕнĕ тухăçăн малтанласа палăртнă сутлăх хакĕсене ырланă.

30 Утă, 2014

Икĕ ватăн пĕр шухăш

Иккĕшĕ те ĕмĕрĕсене ĕçпе ирттернĕ. Унсăр пурăнма та пултараймаççĕ вĕсем. Авалхи ĕç хатĕр-хĕтĕрне, халăх йăли-йĕркине, кун-çулне упраса хăварассишĕн тăрăшаççĕ, иртнĕ вăхăтпа çамрăксене паллаштараççĕ. Иккĕшĕ те йывăçран касса пуканесем ăсталаççĕ.

Музейран çын татăлмасть

30 Утă, 2014

Тĕнче курнă – тĕлĕннĕ, халăх курнă – хисепленĕ

Ачча ялĕнчи (Канаш районĕ) кирпĕчрен купаланă тăпăл-тăпăл çуртра вăл кун хăна килессе кĕтмен. Хуçи тухасса шанса тимĕр хапха алăкне шаккаса ывăнтăм, вара кил картишре сиккелесе çÿрекен пĕчĕк çăмламас йытăран хăрамасăрах çенĕк алăкĕ çумĕнчи шăнкăрав тÿмине пусрăм. Ман ума йăрăс пÿллĕ, таса та типтерлĕ, ятуллă çи-пуç тăхăннă хĕрарăм тухса тăчĕ. Тараватлăн малалла иртме йыхравларĕ. Аслă пÿлĕме кĕретĕп. Стена çинче – гитарăпа балалайка, çут çанталăк илемне сăнлакан картинăсем.

25 Утă, 2014

Дайкон çитĕнтерер-и?

Дайкон çисе курнисем пĕлеççĕ: вăл çав тери тутлă. Çуркуннечченех лайăх упранать. Миноваси, Клык слона тата Дубинушка текен сортсем уйрăмах лайăх пулаççĕ. Пирĕн тăрăхра дайкона çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче акмалла, унсăрăн вăл чечеке кайма пултарать. Çÿллĕлетнĕ ансăр йăран çинче лайăх çитĕнет. Аксан эрнеренех шăтса тухать. Авăн уйăхĕнче вара тымар çимĕçĕн пуçĕ курăнма та пуçлать. Çутăра дайкон кукăрăлать, симĕсленет, ăна лăймака хурт тапăнма пултарать. Çавăнпа тымар çимĕçе купаламалла. Юпа уйăхĕн варри тĕлне вара кăлармалла. Сивĕре тĕртмен материалпа (лутрасил, агрил) витмелле.

Pages