Хресчен сасси

25 Утă, 2014

Пилешĕм, пилеш

Тахçан пилеш сăваплă йывăç шутланнă, касма та юраман ăна. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ пилеш усси çинчен нимех те пĕлмест. Çав вăхăтрах пилешре фосфор пулăринчен те ытларах, каротин вара – кишĕртинчен те.

23 Утă, 2014

Чакмастпăр

"Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнче чи пысăк хуçалăх шутланнă, вун тăватă ял çынни вăй хунă кунта. Ялĕсем ватăлса пыраççĕ, çапах çĕр чăмăрĕ çинчен çухалман-ха. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ вара чăнкă çырма умне çитсе тухнă. Утăм тусанах тарăн вара йăтăнса анма пултарнă.

23 Утă, 2014

Мучар, сассуна çĕтме ан пар!

Мĕн тери типтерлĕ, таса, лăпкă Елчĕк районĕнчи Мучар ялĕ. Çурчĕсем шукăль, айлăк-тайлăккисене асăрхамарăм. Ялпа юнашар асфальт çул иртет. Кил-çуртра çут çанталăк газĕ çунать. Шывĕ те пÿртрех. Çакăн хыççăн хама пĕчĕк те пĕтсе пыракан яла çул кăтартса яракансене ĕненес килмерĕ, анчах вĕсен сăмахĕ тÿрре тухрĕ.

23 Утă, 2014

Ӳсĕрле те мухмăрла

Урă мар водитель айăпĕпе çул çинче питех те нумай инкек пулса иртет. Руль умне ÿсĕр ларакана темĕн пек хытараççĕ – правине туртса илеççĕ, штраф хураççĕ, темиçе талăка хупса та лартаççĕ, анчах вĕсемшĕн пур пĕрех ик айкки те тăвайкки темелле.

Çак уйăхăн 10-12-мĕшĕсенче республикăра "Урă мар водитель" рейд йĕркеленĕ. Тăтăшах иртет вăл, анчах ÿсĕрле е мухмăрла çула тухнă водительсен йышĕ чакма пĕлмест. Хальхинче виçĕ кунра полици ĕçченĕсем 122 çынна тытса чарнă, вĕсенчен 47-шĕ хăйсем урă маррине тухтăрсем патĕнче тĕрĕслеттерме килĕшмен.

Pages