Чăваш хĕрарăмĕ

15 Чÿк, 2014

Чунри тасалăха упрама чĕнет поэт

Петĕр Яккусен /Петр Яковлевич Яковлев/ 1950 çулхи августăн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вун çичĕ çула яхăн вĕрентекенре ĕçленĕ. Ĕпхÿ хулинче кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Мускавра доцент ятне илнĕ.

15 Чÿк, 2014

Паянхи ĕçе ырана хăвармасăр

- Эпир мĕнпур ĕçе йышпа тума хăнăхнă. Ăнăçу вăрттăнлăхĕ те çакăнта тен. Хальхи вăхăтра çапла кăна малалла утма пулать. Пирĕн коллектив лайăх, учительсем пĕр-пĕрне яланах пулăшса пыраççĕ. Кирлĕ-тĕк отпускра та тухса ĕçлетпĕр. Сăрлатпăр, шурататпăр, çÿп-çап тасататпăр.

15 Чÿк, 2014

ППЭ: çĕнĕлĕхсем

Декабрĕн 3-мĕшне кăçал шкулта вĕренекенсем пăлханса кĕтеççĕ. Шăпах çак кун Раççейри мĕнпур шкулта ППЭ енĕпе вырăс чĕлхипе литературипе сочинени çырмалла пулĕ. Унта Шупашкарти мĕнпур шкул хутшăнать, республикăри вĕренÿ ытти учрежденийĕ - кăмăлне кура.

15 Чÿк, 2014

Медальсене кĕркунне те... шутламаççĕ

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Раççейре самбо кунне уявлаççĕ. Пĕлтĕр ăна 100 яхăн хулара паллă тунă. Кăçал та спортăн ку тĕсне кăмăллакансем нумай хулара пухăнса тĕрлĕ ăмăрту ирттерессе шанать Совет Союзĕн спорт мастерĕ Сергей Малов.

8 Чÿк, 2014

“Чăваш хĕрарăмĕ” № 45 /863/ 08.11.2014

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин пĕрремĕш шалăвне ССОра ĕçлесе илнĕ.
- Илемлĕ фильм... стройкăна илсе çитернĕ.
- Тăлăхсен шучĕ чакать.
- Хурлăхан мĕншĕн авăнать?
- Вĕсене вăрçă çулăмĕ те кĕллентереймен.

Pages