Медальсене кĕркунне те... шутламаççĕ

15 Чÿк, 2014

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Раççейре самбо кунне уявлаççĕ. Пĕлтĕр ăна 100 яхăн хулара паллă тунă. Кăçал та спортăн ку тĕсне кăмăллакансем нумай хулара пухăнса тĕрлĕ ăмăрту ирттерессе шанать Совет Союзĕн спорт мастерĕ Сергей Малов. Уяв умĕн эпир те республикăри самбо шкулĕн директорĕпе Сергей Александровичпа тĕл пултăмăр. Чăваш Енре спортăн çак тĕсĕ епле аталаннипе, федерацин кулленхи пурнăçĕпе кăсăклантăмăр.

- Çитес çул чăваш спортсменĕсемшĕн республикăра самбо аталаннăранпа 50 çул çитнипе палăрса тăрать. Чăваш çĕрĕ çинче вăл 1965 çулта йăл илнĕ, Раççейре вара спортăн ку тĕсĕ 76 çул пурăнать, - пуçларĕ калаçăва Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен специализациленнĕ самбопа дзюдо спорт шкулĕн директорĕ. - Малтанласа ку юхăма темиçе çын çеç хутшăннă. Вĕсен йышĕнче - Владимир Игнатьев, Николай Александров. Горький /Чулхула/ ун чухне политехника институчĕн студенчĕсем Борис Лесных, Порфирий Михайлов тата Михаил Давыдов килсен çеç Шупашкарта самбо лайăх аталанма тытăннă.

Малтанласа тĕп хуламăрта çеç сарăлнă вăл, каярах Çĕнĕ Шупашкара та çитнĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн районсене те саланнă. Вăрмар тăрăхĕ уйрăмах хăйĕн маттур ывăл-хĕрĕпе савăнтарнă. Паян Шупашкар, Çĕрпÿ, Етĕрне, Шăмăршă çамрăкĕсем туслă спортăн ку тĕсĕпе. Муркашпа Улатăр тăрăхĕ те кая юлмаççĕ.

- Вунă-çирĕм çынран пуçланнă йыш каярах çĕре çитрĕ. Паян 2,5 пин хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм çак мелпе кĕрешет. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вĕсемпе 10 уйрăм ĕçлет. Паллах, тĕп пайĕ - 1,5 пин çын - Шупашкарта. Тĕп штаб халăх пĕлекен Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче вырнаçнă /2011 çултанпа Самбо Культура керменĕ ятлă вăл/. Каярах ята дзюдо та хушрĕç. Шăпах çавăн чухне республикăри Олимп резервĕсен самбо шкулне уçрĕç.

Раççей пĕрлештернĕ командинче чăваш 8 спортсменĕ. Паллах, аван кăтарту ку.

- Кăçал кăна юниорсемпе каччăсен Европа ăмăртăвĕнче пирĕн 3 спортсмен: Владимир Алексеевпа Александр Федоров /юниорсен йышĕнче/ тата Ришат Нигматуллин /каччăсен йышĕнче/ пьедесталăн виççĕмĕш картлашкине хăпарчĕç. Раççей çамрăкĕсен çуллахи спартакиади те - пысăк ăмăрту, унăн финалĕ Пенза хулинче иртрĕ. Пирĕн 2 воспитанник - Максим Ивановпа Александр Федоров - малти вырăнсене тухрĕç. Кăçалхи чи пысăк çитĕнÿ вара - Сеул хулинчи /Кăнтăр Корея/ тĕнче ăмăртăвĕнчи медальсем. Эдера Лаврентьевăпа /юниорсен йышĕнче/ Вера Лоткова /хĕрсен йышĕнче/ ылтăн медальсем çĕнсе илчĕç, Наталия Степанова /хĕрсен йышĕнче/ кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Çакă пире, паллах, савăнтарать, - хавхаланăвне пытармарĕ Сергей Малов. - Çитĕнÿсем кăçал çеç мар, ытти чухне те нумай пулнă. Пĕр-пĕринпе çыхăннă япала-и ку, пĕлместĕп, анчах Олимп резервĕсен шкулĕ пулса тăнăранпа мăнаçланмалли сăлтав палăрмаллах нумайланчĕ. Призерсен йышĕ çулран-çул ÿсет: Артем Щербаков, Александр Бондарев тата ыттисем те. Юлашки 3-4 çулта каччăсем çеç мар, хĕрсем те тивĕçлĕ шайра кĕрешме пултарнине кăтартрĕç.

 

Маттурсене - хваттерсем

Паллах, маттур яшсемпе хĕрсене савăнтарас та килет. Пултарулăхне кура мĕншĕн хаклас мар? Акă кăçал самбо шкулĕн икĕ воспитанникне пĕр пÿлĕмлĕ хваттер уççисем лекнĕ. Ку парнене Эдера Лаврентьевăпа Максим Иванов /юниорсен йышĕнче Европа тата тĕнче чемпионĕ/ тивĕçнĕ.

Çапах та малтанхи тапхăрта лару-тăру çăмăл пулман. 1975 çулта Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Евгений Селиванов аслă тренер тивĕçĕсене пурнăçлама пуçласан çеç асăннă федерацире лару-тăру лайăхланнă. Евгений Васильевич нумай çул - Чăваш Республикинчи самбо федерацийĕн канашĕн председателĕ.

- Чăваш Ен спортсменĕсем юниорсен йышĕнче çеç палăрнă. Вĕсем ÿснĕ май майĕпен спорт та ÿсĕмпе аслăланчĕ. Евгений Васильевич ертсе пынипех пĕлтĕр тĕнче класлă спорт мастерĕ Александр Бондарев арçынсен хушшинче Тĕнче кубокĕн кĕмĕл медальне тивĕçрĕ. Вăлах - студентсен Тĕнче кубокĕн чемпионĕ те. Ачасемпе тата çамрăксемпе тава тивĕçлĕ, хисеплĕ тренерсем ĕçлеççĕ. Вĕсемпе юнашарах çамрăккисем те пур, аслисенчен вĕренсе пыраççĕ. Педагогика университечĕн студенчĕсем килни паха. Çамрăксем малалла талпăннине яланах ырламалла, - калаçăва вĕçлерĕ Сергей Малов.

Юлашки çулсенче хĕрсем арçынсен спорчĕ еннелле туртăнни самбора çеç мар, кĕрешÿ ытти мелĕнче те курăнать. Пикесен тупăшас кăмăл пурри куç кĕретех. Нумаях пулмасть пысăк наградăсемпе таврăннă хĕрсемпе вулакана та çывăхарах паллаштарар-ха.

 

Кĕтмен çĕртен

Тĕнче класлă спорт мастерĕ Эдера Лаврентьева кун йышши ăмăртура пĕрремĕш хутчен мар. Пĕлтĕр хĕрсен йышĕнче кĕмĕл выляса илнĕ вăл. Кăçал пухмачне черетлĕ ылтăнпа пуянлатнă.

9 çултанпах кĕрешет пике. Пĕрремĕш хутчен аллине хуçсан амăшĕ хĕрне кĕрешме чарасшăн пулнă. Анчах çирĕп тĕллевлĕскерне тытса чарăн-и? Олимп резервĕсен училищинчен вĕренсе тухсан ЧППУ студенчĕ пулса тăнă вăл.

- Пачах ăнсăртран çаклантăм кунта. Спортзал умĕпе иртнĕ чухне кĕрсе пăхма шухăшларăм. Шăпах вылямалли кунччĕ /эрнере пĕр кун ачасен çивĕчлĕхне, вичкĕнлĕхне аталантарма, хăш-пĕр меслете вĕрентме тĕрлĕ вăйă выляттараççĕ. - Авт./. Килĕшрĕ. Ача пулнă-çке. Вăйă-кулă илĕртнĕ. Иккĕмĕш кунхине тренировкăна та килтĕм. Çапла пуçланчĕ те, - каласа кăтартрĕ Эдера.

Наташăпа Вера та спортпа кĕтмен çĕртен паллашнине пĕлтереççĕ. Иккĕшне те тантăшĕсем çавăтса килнĕ иккен. Хăйсем тахçанах çÿремеççĕ ĕнтĕ, хĕрсем вара çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ. Çитĕнÿсем тенĕрен, тĕнче класлă спорт мастерĕ Наталия Степанова хĕрсен хушшинче тĕнче ăмăртăвĕнче пĕлтĕр те, кăçал та иккĕмĕш вырăн йышăннă. Мал ĕмĕтлĕскер пĕрремĕш вырăна тухма пултарайманнишĕн чун-чĕринчен кулянни пусăрăнчăк кăмăлĕнче палăрать.

Наташăшăн вара амăшĕ савăнать. 4-мĕш класранпа самбопа туслашнă хĕрĕ. Наташа пĕлтĕр пĕрремĕш медальпе савăнтарнă хыççăн тĕпренчĕкĕн тĕллевне чĕри çывăхне илнĕ. Ашшĕ вара хĕр шухăшне малтанах ырланă.

- Чи йывăрри - кĕлеткене пĕр виçере тытасси. Вăл палăрмаллах улшăнсан урăх виçери категорие куçатăн. Пĕчĕкрех виçере çĕнтересси чылай ансатрах. Çавăнпа час-часах тĕрлĕ диетăна пăхăнма тивет, - тет Наташа.

 

Вăрттăнлăх

Хĕрсенчен чи кĕçĕнни - Вера. 16 çултискер хальлĕхе спорт мастерĕн кандидачĕ çеç-ха. Самбопа пилĕк çул каялла туслашнă. Секцие юлташĕсемпе килнĕскер малтанласа ашшĕпе амăшне нимĕн те каламан. Икĕ çул çÿренĕ çапла, ашшĕ-амăшĕ ачин киленĕçĕ пирки чухлама та пултарайман. Тренировкăсене сиктерме пуçласан аслисем патне тренер шăнкăравланă, Вера мĕншĕн çÿременнипе кăсăкланнă...

- Темшĕн каламан вĕсене, хам та пĕлместĕп. Кăштах çÿрĕп те пăрахăп тесеттĕм. Йăлăхтарассăн туйăнатчĕ. Ача-çке. Атте-анне пĕрре те хирĕç пулмарĕ. Тĕрĕссипе, атте те çамрăк чухне самбопа тата дзюдопа кăсăкланнă. Халĕ кикбоксинг мелĕпе кĕрешет. Анне гимнастикăпа туслă, - каласа кăтартать вăл вăрттăнлăхĕ уçăлни пирки. - Медальшĕн питĕ савăнтăм тесе те калаймастăп. Хутшăнассишĕн мар, çĕнтерессишĕн кайнă-çке.

- Тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче хăш-пĕр наци хĕрĕсемпе кĕрешме çăмăлах мар. Калăпăр, монголсен куçĕ хĕсĕкки, пит çăмартисем туртăнни тÿрех хăратать - арçынпа тупăшнăнах туйăнать. Тĕнче шайĕнчи ăмăртура хăвăншăн çеç мар, командăшăн та яваплă. Юлашки ăмăртура йывăрлăх вăхăтпа çыхăнчĕ: Раççейре ирхи 4 сехетчĕ çав вăхăтра. Вилесле çывăрас килетчĕ. Кĕрешме вăхăт çитнĕ - эпĕ вара хама алла илейместĕп, утнă çĕртех куç хупăнать. Финалта шăпах монгол хĕрĕпе тупăшма тиврĕ тата, - кăмăл-туйăмне пытармарĕ Эдера.

- Кăнтăр Корейăра ăшă пулни савăнтарчĕ, апачĕ ытлашши пăрăçли - кулянтарчĕ, - пĕр сасăллăн кулчĕç хĕрсем.

- Паллах, пире кÿрентерме çăмăл мар: хÿтĕленме пултаратпăр. Анчах кайран каччăсене хăйсене намăс пулĕ - хĕрсенчен патак çинишĕн. Çакна туйсах-тăр кÿрентерекен пулман, - кулать хĕрсенчен чи уçă кăмăлли Вера.

Хĕрсем пухмачĕсенчи медальсене шутламаççĕ - юрамасть иккен. Эпир чи пысăккине çеç асăнтăмăр. Пикесене вара малашне те çитĕнÿсем сунатпăр!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.