Паянхи ĕçе ырана хăвармасăр
- Эпир мĕнпур ĕçе йышпа тума хăнăхнă. Ăнăçу вăрттăнлăхĕ те çакăнта тен. Хальхи вăхăтра çапла кăна малалла утма пулать. Пирĕн коллектив лайăх, учительсем пĕр-пĕрне яланах пулăшса пыраççĕ. Кирлĕ-тĕк отпускра та тухса ĕçлетпĕр. Сăрлатпăр, шурататпăр, çÿп-çап тасататпăр. Туслă эпир, Елчĕксем, пĕр çемьери пек пурăнма хăнăхнă. Кÿршĕн лайăх пулнишĕн кĕвĕçместпĕр, савăнатпăр çеç, - тет Кĕçĕн Таяпари шкул директорĕ Светлана Ильинична. Паянхи ĕçе ырана хăвармасăр, пĕр-пĕрне ал парса ĕçлеме хăнăхнă кунта. Çакă шкулта та, килте те хавхалантарса пырать вĕсене.
Çĕнĕ спортзал
Кĕçĕн Таяпа шкулĕ спортпа туслă. Паллах, физкультура учителĕнчен те нумай килет. Михаил Скворцова ялта, таврара пурте хисеплеççĕ. Мĕн чухлĕ çамрăка пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшман-ши вăл?
Кăçал шкулти спортзала тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Урайне улăштарнă. Душпа туалет, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсем те юнашарах халĕ. Ун валли федераци бюджетĕнчен 820 пин тенкĕ уйăрнă. Программăпа килĕшÿллĕн 18 пин те 884 тенкĕлĕх спорт инвентарĕ туяннă. Хăвăрт чупмалли çĕнĕ йышши йĕлтĕрсемпе пуянланнă пĕлÿ çурчĕ. Хăйсен шутĕнчен шкула 100 пин тенкĕлĕх юсанă кăçал. Кивĕ алăксене улăштарнă.
Йĕри-тавра - йывăç-тĕм
Шкул йĕри-тавра йывăç-тĕм нумай. Карта çумĕпе - пилешсемпе чăрăшсем. Шкул сачĕ те пысăк. «Пирĕн кунта чăрăш лартасси йăлана кĕнĕ. Çавна май çулла кăна мар, хĕлле те ем-ешĕл. Ачасем таврари хитрелĕхшĕн, тирпей-илемшĕн тăрăшаççĕ», - тет Светлана Ильинична. Çырма-çатра ишĕлесрен кĕрлĕ-çурлă ун тавра хăва лартса хăвараççĕ.
Вăрăм хăлхасем
Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх Марковсен. Уйрăмах вĕсем вăрăм хăлхаллисене юратаççĕ. Хĕл каçмашкăн кроликсем валли апат нумай хатĕрлеççĕ. Тырă, куккурус, пăрçа, сахăр кăшманĕ çитереççĕ вĕсене. Кроликсенчен темĕн те кĕтме пулать-мĕн. «Вăрттăн çăвăрласа çурисене юр ăшĕнче çитĕнтерекеннисем те пур. Ăшă пулмашкăн малтан çăмĕнчен йăва çавăраççĕ. Сивĕре те шăнмаççĕ, читлĕхрисемпе танлаштарсан тата çирĕпрех ÿсеççĕ», - кроликсем пирки сехечĕпе каласа пама хатĕр Светлана Ильинична. Пĕррехинче мăшăрĕ хиртен мулкач çури тытса килнĕ. Тухса тарма паман ăна, пĕчĕкскерне кроликсемпе пĕрле çитĕнтернĕ. Çĕр ĕçне те питĕ юратаççĕ Марковсем. Улма-çырла, пахчаçимĕç, хитре чечексем ÿстереççĕ.
Хам вырăна тупрăм
Светлана Ильинична шкул ертÿçинче 4 çул ĕçлет. Çурçĕрте пĕр вăхăт пурăннă хыççăн тăван тăрăхах таврăнас тенĕ. Малтан аслă вожатăйра, кайран директор заместителĕнче тăрăшнă. Шкул тытăмĕнче пĕтĕмпе - 25 çул. «Ачасене юрататăп, вĕсемсĕр пурăнаймастăп. Хам вырăна тупнă эпĕ. Педагог ĕçĕ килĕшет мана. Ачаран ĕмĕтленни пурнăçланнăшăн савăнатăп», - тет Светлана Маркова.
Ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем те, коллектив та директор ĕçĕпе çав тери кăмăллă. Светлана Ильинична Кĕçĕн Таяпара çуралса ÿснĕ. Çак шкулта вулама-çырма вĕреннĕ, кунтах юлашки шăнкăрав шăнкăртатнă уншăн. Çавăнпа тăван кил пекех хаклă та директоршăн пĕлÿ çурчĕ.
Лайăх кăтартусем
Кĕçĕн Таяпа шкулĕн учителĕсем хăйсен вĕренекенĕсемшĕн пит хĕретмеççĕ. 9 класс хыççăн Елчĕке вĕренме каякансем унта та тăрăшуллă. Тĕрлĕ шайри конкурсра, олимпиадăра мала тухаççĕ. Тутарстанран та пĕлÿ пухма килеççĕ Кĕçĕн Таяпана. Вырăс Каргали ялĕнчен вĕренме çÿренĕ Оля Смелова малтан пачах та чăвашла пĕлмен. Хĕрача кĕске вăхăтрах чăвашла çырма-вулама тытăннă, сочинени конкурсĕсене хутшăнса районта, республикăра пĕрремĕш вырăна тухнă. Халĕ вăл Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетĕнче вĕренет. Маттур та тăрăшуллă вĕренекенĕсемпе мăнаçланаççĕ Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче.
Тăван шкула - пулăшу
Кунта пĕлÿ илсе тухса кайнисем шкула манмаççĕ, килсех çÿреççĕ. Спонсорла пулăшакансем те пур вĕсен хушшинче. Шкул ачисен ашшĕ-амăшĕ те айккинче юлмасть.
Вĕренекенсем тимĕр-тăмăр пуçтарма хастар. Кăçал 37 пин тенкĕлĕх пухнă. «Ку та укçа, урамра йăваланса выртмасть. Çырма-çатраран, килтен те сĕтĕрсе килеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ тепĕр чухне мотоблокпах леçсе парать. Пирĕн ачасем питĕ хастар. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр», - пĕтĕмлетрĕ калаçăва директор.
Елена АТАМАНОВА.
Елчĕк районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.