Чăваш хĕрарăмĕ

18 Юпа, 2014

Паянхи Тимурпа унăн команди

Кĕçнерни кун Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче çула çитмен çамрăксен ĕç бригадисен фестивалĕ иртрĕ. Кунта республикăри 15 районтан тата 4 хуларан чи хастар та пултаруллă 19 ушкăн хутшăнчĕ. Вĕсем пурте районта çĕнтерÿпе палăрса мала тухнисем.

11 Юпа, 2014

“Чăваш хĕрарăмĕ” № 41 /859/ 11.10.2014

- Спортшăн чикĕ те, нацилĕх те çук - çак шухăша палăртрĕ Владимир Путин Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн Шупашкарта иртнĕ ларăвĕнче.

11 Юпа, 2014

«Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО/ нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ.

Шупашкарти «Спартак» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексăн стадионĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО/ физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ.

Ку нормативсене пурнăçлас тĕллевпе тĕрлĕ ÿсĕмри - 11 ушкăнри - 1000-е яхăн çын килнĕ.

11 Юпа, 2014

Спортшăн чикĕ те, нацилĕх те çук

Çак шухăша палăртрĕ Владимир Путин Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн Шупашкарта иртнĕ ларăвĕнче

Pages