Комментари хушас

15 Чÿк, 2014

ППЭ: çĕнĕлĕхсем

Декабрĕн 3-мĕшне кăçал шкулта вĕренекенсем пăлханса кĕтеççĕ. Шăпах çак кун Раççейри мĕнпур шкулта ППЭ енĕпе вырăс чĕлхипе литературипе сочинени çырмалла пулĕ. Унта Шупашкарти мĕнпур шкул хутшăнать, республикăри вĕренÿ ытти учрежденийĕ - кăмăлне кура.

Экзамен 3 сехет те 55 минута тăсăлнине шута илсе çăмăл апатпа шыв илсе кĕме чармĕç. Çавăн пекех орфографи словарĕпе усă курма ирĕк пур. Чăваш Республикинче пĕтĕмлетÿ сочиненине 6,1 пин çамрăк çырĕ. Хевтесĕр ачасем сочинени вырăнне изложени суйлама пултараççĕ.

Ĕçсене «зачет» е «незачет» паллăпа хаклĕç. Пĕрремĕшне тивĕçнисем çеç патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацине иртме ирĕк илĕç. Иккĕмĕш хаклава тивĕçнисем лару-тăрăва сочиненине февралĕн 4-мĕшĕнче е майăн 6-мĕшĕнче тепĕр хутчен çырса улăштарма пултараççĕ. Техника енĕпе вĕренес текенсемшĕн «зачет» çителĕклĕ пулĕ. Гуманитари енĕпе каякансен ĕçĕсем вара урăх хаклава та тивĕçĕç. Вĕренме кĕнĕ чухне вĕсене тишкерсен йышăну комиссийĕ 10 балл таран хушса пама пултарĕ. Ал çырăвĕсем - шкулта, электрон вариант Раççей базинче 5 çул таран упранĕ.

Çакна та палăртмалла: маларахри çулсенче аттестат илнисем, анчах аслă шкула кĕрейменнисем те балл пухса çитерес тĕллевпе сочинени çырма пултараççĕ. Çакăн валли вĕсен ноябрĕн 19-мĕшĕччен Шупашкарти Шкул тăкăрлăкĕнчи 10а çуртра вырнаçнă Республикăри информацие хатĕрлесе çитерекен центрта ыйту çырмалла.

Сочиненисен 50 проценчĕ пĕр пек пулсан пур ĕçе те пăрахăçланине палăртмалла. Çавăнпах кашни ача хăйĕн ăсне кăна шанни вырăнлăрах пулĕ.

Математика, географи, вырăс тата акăлчан чĕлхипе экзамен тытакансене те кăçалтан çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ. Математикăпа ППЭ база е профиль шайĕнче кирлине шута илсе экзамен тĕрлĕ кун иртет. Пĕрремĕшĕ - малашне гуманитари енĕпе пĕлÿ илес текенсемшĕн. 5 баллă шкалапа хаклĕç вĕсене. Профиль енĕпе тытакансене малтанхиллех 100 баллă шкалапа тĕрĕслĕç. 27 балран сахалрах пухса «иккĕ» илекенсем экзамена тепĕр хутчен тытма пултарĕç. 27-рен пысăкрах тăк пĕлĕвне тепĕр хутчен тĕрĕслеме ирĕк памĕç.

Географипе вырăс чĕлхине 10-мĕш класчен кăна вĕренекенсем экзамена февраль-март уйăхĕсенчех тытма пултарĕç. Лицей-гимнази программи асăннă предметсене 11 класра та вĕрентме пăхса хунă тăк тĕрĕслеве çуркунне ирттерме тивĕ.

Акăлчан чĕлхипе экзамен пĕлтĕр çыру пайне те, сăмах вĕççĕн те пĕр кунра тытнă. Ачасем пăлханнипе мĕн пĕлнине тĕплĕ кăтартайманнине шута илсе çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Куçаруçă пулас текенсем çыру экзаменне те, сăмах вĕççĕн экзамен тытма та уйрăмшар ыйту çырма пултараççĕ. Малтанхилле «чĕрĕ» преподаватель умĕнче те пăлханса ларма тивмĕ. Туртса кăларнă билет хуравне техника сотрудникĕ диктофон çине çырĕ. Вăл чăрмантаракан ыйтусем памĕ, сăмахсене тÿрлетсе канăçсăрлантармĕ. Хурав пленка çине чăнласах çырăннине, сăмахсем çухалманнине итлеттерĕ вăл. Экзаменаторсем вара çак файлсене итлĕç. Камăн ĕçне хакланине пĕлеймĕç вĕсем.

Ытти предметсемпе çĕнĕлĕхсем çук. Палăртнă кун экзамена пырайманнисем /чирлесен, тÿрре кăларакан тĕрлĕ пысăк сăлтав пулсан/ валли яланхиллех резерв кунсем йĕркелĕç. ППЭпе çыхăннă канăçсăрлантаракан ыйтусен хуравĕсене «хĕрÿ лини» телефонĕпе - 8/835/57-21-60 - шăнкăравласа пĕлме пулать.

Татьяна НАУМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.