Çамрăксен хаçачĕ

7 Пуш, 2014

Сÿннĕ вучаха халь тин чĕртеймĕн

2014 çул Раççейре - Культура çулталăкĕ. Çавна май хаçатра çĕнĕ рубрика уçма тĕв турăмăр. Кăçал вулакансене республикăри клубсăр ялсен шăпипе паллаштарăпăр. Паллах, культура çурчĕсем, вулавăшсем хупăнни вĕсене тытса тăмашкăн бюджетран уçка уйăрманнипе çеç мар, халăх çÿреме пăрахнипе те çыхăннă.

7 Пуш, 2014

“Йăх тымарне тĕпчекен нумайланчĕ”

Чылай хыçа юлнă çулсенчи пулăмсем кăсăклантарсан вулавăшсене çул тытатпăр. Ыйтусен хуравне тупма архив ĕçченĕсем те пулăшаяççĕ. Пушăн 10-мĕшĕнче вĕсем шăпах Архив кунне паллă тăваççĕ.

28 Нарăс, 2014

Халăх юррисен сĕмне упрасшăн

Икĕ çул каяллахи «Кĕмĕл сасă» фестиваль конкурсçисен йышĕнче пулнă Алена Савельева ыттисенчен темшĕн ытларах асра юлчĕ. Ун чухне Пушкăртстан пики лауреат ятне тивĕçрĕ. Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен çамрăк юрăçисен конкурсне вăл унччен те пĕрре мар хутшăннă, дипломантсен йышне кĕнĕ.

Pages