Комментари хушас

28 Нарăс, 2014

“Олимп чемпионки пулатăпах”

Çапла шантарнă Аделина Сотникова Владимир Путина

Нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче Сочире Олимпиада вĕçленчĕ. Раççей чысне хÿтĕлекен спортсменсемшĕн икĕ эрне ытла пăшăрхантăмăр, савăнтăмăр. Хоккеистсем çурма финала та çитейменшĕн, Евгений Плющенко сусăрланнине пула пăр çине тепĕр хутчен тухайманшăн пин-пин çын кулянчĕ пулин те спортăн пысăк уявĕ халăх асĕнче чылайлăха çырăнса юлчĕ, çĕр-шыв команди пĕрремĕш вырăн йышăнни кăмăла çĕклерĕ. СССР 1976 çулта Инсбуркра лартнă рекорда Раççей 38 çултан çĕнетрĕ. Олимпиадăра пирĕннисем 13 ылтăн, 11 кĕмĕл тата 9 бронза медаль çĕнсе илчĕç. Çĕр-шыв ылтăн медальсен йышĕпе çеç мар, выляса илнĕ мĕн пур награда хисепĕпе те пĕрремĕш вырăна тухрĕ.

Пĕрремĕш медале Олимпиадăн иккĕмĕш кунĕнче Ольга Граф çĕнсе илчĕ. Вăл конькипе 3 пин метра чупса «бронзăна» тивĕçрĕ.

Шорт-трекист Виктор Ан уйрăмах палăрчĕ. Яш пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине виçĕ хутчен хăпарчĕ. Вăл 2011 çулччен Корея Республикин чысне хÿтĕленĕ. 2012 çулта Раççей команди йышне кĕнĕ, ятне улăштарнă. 2006 çулта Виктор Туринра виçĕ ылтăн медаль илнĕ. Çапла майпа Ан Олимп чемпинĕн ятне кăçалхипе улттăмĕш хут тивĕçрĕ.

Александр Третьяков скелетонист Раççей командин пухмачне ылтăн тепĕр медальпе пуянлатрĕ. Хальччен спортăн çак тĕсĕнче пирĕн çĕр-шыв спортсменĕсен хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнакан пулман. Ванкуверти Олимпиадăра Александр Третьяков «бронзăна» тивĕçнĕ. Вăл - Красноярск крайĕнчен.

АПШра çуралса ÿснĕ Вик Уайлд сноубордист, Раççей команди йышĕнче тупăшнăскер, Олимпиадăра икĕ ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Унăн арăмĕ Алена Заварзина спортăн çак тĕсĕнчех «бронзăна» тивĕçрĕ. Вĕсем пĕр дисциплинăра тата пĕр Олимпиадăра медальсем çĕнсе илнипе хĕллехи вăйăсен историне кĕрсе юлнă иккĕмĕш çемье.

Александр Смышляев фристайлист бронза медале тивĕçрĕ. Вăл Олимпиадăра Пермь крайĕн чысне хÿтĕлерĕ. Унччен могул енĕпе Раççей спортсменĕсем 20 çул пьедестал çине хăпарайман. Николай Олюнинăн сноуборд-кросра илнĕ кĕмĕл медалĕ те çĕр-шыв спортсменĕсен ку дисциплинăра тунă пĕрремĕш çитĕнĕвĕ.

Алексей Волков, Евгений Устюгов, Дмитрий Малышко, Антон Шипулин биатлонистсем эстафетăра 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Арçынсен команди 1988 çултанпа Олимпиадăра «ылтăн» илмен.

Раççей Ялавне йăтса тухнă Александр Зубков бобслеист та хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарчĕ. Олимпиадăн юлашки кунĕччен Раççей спортсменĕсем ку ăмăртура чемпион ятне çĕнсе илеймен. Туринра Зубков «кĕмĕле» тивĕçнĕ. Владимир Козловпа унăн экипажĕ Калгарире 3-мĕш вырăна тухнă. Сочири Олимпиадăра Зубков ертсе пыракан ушкăн икĕ хутчен çĕнтерчĕ. Тăватă çынран тăракан команда пухмача 13-мĕш «ылтăнпа» пуянлатрĕ. Олимпиадăра Александр Зубков Иркутск облаçĕн чысне хÿтĕлерĕ.

Хĕллехи вăйăсен юлашки кунĕнче 50 километрлă дистанцие парăнтарса пьедесталăн виçĕ картлашки çине те Раççей спортсменĕсем хăпарни историре хальччен пулман. Александр Легков, Максим Вылегжанин тата Илья Черноусов финиша пĕрин хыççăн тепри çитсе чăннипех те тĕлĕнтерчĕç.

Татьяна Волосожарпа Максим Траньков фигуристсем мăшăррăн ярăнакансен тупăшăвĕнче 1-мĕш вырăна тухрĕç. Раççей спортсменĕсем Олимпиадăра çак чыса 78 çул тивĕçеймен.

Аделина Сотникова та çĕр-шыв историйĕнче пĕрремĕш хут «ылтăн» илчĕ. Унччен маларах спортăн çак тĕсĕнче тупăшса хĕр-хĕрарăм хушшинче пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине никам та хăпарайман. Вун çиччĕри хĕр - Улатăрта çуралса ÿснĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ Александр Кочетовăн мăнукĕн хĕрĕ. Çакă пире, Чăваш Енре пурăнакансене, уйрăмах савăнтарать. Аделина мăн кукашшĕне курман. Шел те, çывăх çынни вăл çураличченех çĕре кĕнĕ. Сергиев-Посадра пурăнакан кукамăшĕ Ангелина Кочетова мăнукĕн çитĕнĕвĕпе савăннине, çак çĕнтерÿ патне вăл чылай çул талпăннине çирĕплетнĕ. Ентешĕмĕр Чăваш Ене Аделинăпа килсе курасси пирки те пĕлтернĕ. Аделина 4 çулта чухнех коньки çине тăнă. Унăн иккĕмĕш сыпăкри мăн аккăшĕ Любовь Федотова Улатăрта пурăнать. Любовь Александровнăн мăшăрĕ Анатолий Николаевич каланă тăрăх - Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн Аделина хăйĕн çĕнтерĕвĕпе çывăх çыннисене çеç мар, Раççейре пурăнакан мĕн пур арçынна пысăк парне тунă. Çамрăк спортсменкăпа вĕсем мухтанаççĕ, ăна ăнăçу сунаççĕ, хăнана кĕтеççĕ. Пике, мăн кукашшĕ пекех, хăюллă та маттур, нимĕнле йывăрлăхран та хăраманнине унăн кукамăшĕ Ангелина Кочетова та палăртнă. Аделинăра Совет Союзĕн Геройĕн юнĕ чупнине тепĕр пулăм та çирĕплетет. 12 çулта чухне вăл Владимир Путинпа тĕл пулсан çапла пĕлтернĕ: «Сире шантарсах калатăп: эпĕ Олимп чемпионки пулатăпах».

Шупашкарта Аделинăн амăшĕн аппăшĕ Наталья Яковлева пурăнать. Вăл та пĕр тăванĕн хĕрĕн çитĕнĕвĕпе чунран савăннине пĕлтерчĕ. Вĕсем Аделина Олимпиадăра хутшăннине пĕлнĕ, анчах ылтăн медаль çĕнсе илессе шанман. Наталья каласа кăтартнă тăрăх - йăмăкĕ Ольга пулас спортсменкăна пăр керменĕсене мĕн пĕчĕкренех илсе çÿренĕ. ЦСКАри хатĕрленÿсене те çывăх çыннипе пĕрле кайнă вăл.

- Юлашки хут Аделина Шупашкарта ывăл туйĕнче 2009 çулта пулчĕ. Эпир ун патне шăмат кун аран шăнкăравласа çитрĕмĕр. Вăл çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа калаçрĕ, кун йĕркинче вун-вун тĕл пулу пулнăран тăвансемпе çыхăнма та вăхăт сахаллине пĕлтерчĕ. Эпир ăна ăнланатпăр. Аделина çĕнтерĕвне пула эпир те чапа тухрăмăр. Кунĕн-çĕрĕн шăнкăравлаççĕ, саламлаççĕ, ун пирки ыйтса тĕпчеççĕ, - савăнăçлăн калаçрĕ Сотниковăн амăшĕн аппăшĕ Наталья.

Сăмах май, Олимпиадăра фристайлçăсен йышĕнче Чăваш Ен спортсменки Елена Муратова та медальсемшĕн тупăшрĕ. Шел те, финала тухаймарĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Олимпиада чемпионĕсене патшалăх наградисем парса чысланă. IV степень «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ордена Виктор Ан, Вик Уайлд, Алексей Воевода, Татьяна Волосожар, Александр Зубков тата Максим Траньков тивĕçнĕ. Хисеп орденĕпе Евгений Плющенкăна, Максим Вылегжанина, Альберт Демченкăна, Евгений Устюгова чысланă. Аделина Сотниковăн кăкăрĕ çинче Туслăх орденне çакнă. Çитĕнÿ тунă кашни спортсменах тĕрлĕ наградăпа хавхалантарнă.

Раççей тăван çĕр-шывĕнче иртнĕ Олимпиадăра çĕнтернĕ 4-мĕш çĕр-шыв шутланать. Унччен çак чыса 1932 çулта - АПШ, 1952 çулта - Норвеги, 2010 çулта Канада спортсменĕсем тивĕçнĕ.

Пуш уйăхĕн 7-16-мĕшĕсенче Сочире Паралимп вăййисем иртĕç. Унта 45 çĕр-шывран 1650 ытла спортсмен хутшăнĕ. Шел те, вĕсен йышĕнче Чăваш Ен чысне хÿтĕлекенсем çук. Ăмăртусене ирттерме пулăшмашкăн республикăри спортри 10 судьяна йыхравланă. Андрей Михайлов, Владислав Антонов, Юрий Плотников, Константин Мясоедов, Владимир Сидягин, Олег Булыгин, Сергей Овсянников, Валерий Васильев, Василий Никитин тата Вячеслав Ильин журналист Паралимпиада вăхăтĕнче Сочире ĕçлĕç.

Любовь ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.