Халăх юррисен сĕмне упрасшăн

Икĕ çул каяллахи «Кĕмĕл сасă» фестиваль конкурсçисен йышĕнче пулнă Алена Савельева ыттисенчен темшĕн ытларах асра юлчĕ. Ун чухне Пушкăртстан пики лауреат ятне тивĕçрĕ. Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен çамрăк юрăçисен конкурсне вăл унччен те пĕрре мар хутшăннă, дипломантсен йышне кĕнĕ. Алена виçĕм çул куракан умне тухнă юрă йĕркисем те асрах-ха.

«...Кÿршĕ ялăн ачине те
каймалла та марччĕ иккен.
Уйрăласса пĕлнĕ пулсан
тĕл пулмалла марччĕ иккен.
Шăнкăр-шăнкăр çăл шывне те
ĕçес те килет иккен.
Чун савнине аса илсе
юрлас та килет иккен...» -

çапла шăрантарчĕ вăл «Ах, савниччĕ...» /сăввипе кĕвви Светлана Асаматăн/ юрра. Аленăна саламлама вĕрентекенĕ, Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ артистки Гузель Измайлова пыни те, унпа чăваш юррине янăраттарни те çамрăк юрăçăн сумне çĕклерĕ.

 

Халĕ вара ăна çеç мар, Алена Савельева шăрантаракан ытти юрра та итлеме май пур. Çакна нумаях пулмасть «Юрăпа пурнăç телейлĕ» диск алла лексен ăнлантăм. Унта 2006 çулта Пушкăрт Республикинче «Чăваш пики» ята тивĕçсе гран-при çĕнсе илнĕ Аленăн юррисене кĕртнĕ. Çав çулхинех вăл Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри чăваш хĕрĕсен наци конкурсĕнче «Вăрттăнлăх пики» номинацире палăрнă.

Унтанпа Алена Савельевăна курманччĕ. Диск хуплашки çинчен пăхакан чăваш çи-пуçĕллĕ, ытарма çук илемлĕ пикене çак кунсенче Шупашкарта тепĕр хут курма тÿр килчĕ. Чăвашлăха юратаканскерпе, тăван халăхшăн çунаканскерпе ку хутĕнче тĕплĕнрех калаçма май тупăнчĕ.

Алена Пушкăртстанри Авăркас районĕнчи Юламанра çуралса ÿснĕ. Вăл Савельевсен çемйине кĕнĕ «кĕмĕл кайăксенчен» чи асли. Пукане пек виçĕ хĕре ашшĕ-амăшĕ юратса, тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕ. Пĕррехинче кил хуçипе мăшăрĕ аслă тĕпренчĕкĕ ÿссен кам пулассипе кăсăкланнă. Аленăн хуравĕ амăшне тивĕçтермен.

- «Санăн юрру-ташшупа пурнăç тăваймăн», - терĕ ун чухне анне. Атте эпĕ суйланă профессие хирĕçлемерĕ, - аса илчĕ юрламасăр пĕр кун та ирттермен Алена.

Вăл юрăç пулассине ентешĕсем тахçанах сиснĕ. Кукамăшĕнни пек илемлĕ сасăллăскер, килте тăтăшах юрă ĕнĕрленĕскер хăйĕн пултарулăхне куракансене 5 çултах кăтартнă. Мĕн пĕчĕкрен ял клубĕн тата шкул сцени çинче ÿснĕскер тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Вĕсенче Çеçпĕл Мишши кĕтнĕ евĕр «хастарлă, хыт утăмлă» пулма, чăваш халăхĕ ыйтнă пек сăпайлăхпа черченлĕхе упрама, ырă кăмăлпа тата ĕçченлĕхпе палăрма, ăс-тăна тарăнлатма вĕреннĕ.

Пĕр çитĕнÿ хыççăн теприне тунă Аленăшăн ашшĕпе Владимир Александровичпа амăшĕ Лидия Юрьевна, йăмăкĕсем Маринăпа Карина, тăванĕсем чун-чĕререн савăннă. Амăшĕ хĕрне тек ятламан, кашни мероприятие тĕплĕн хатĕрленме пулăшнă, мĕн кирлине пĕтĕмпех тупса панă, яланах ăнăçу суннă...

Алена Савельева шкул пĕтерсен ачаранпах хĕмленнĕ ĕмĕтне пурнăçлама тĕллевленнĕ. Вăл Загир Исмагилов ячĕллĕ Ĕпхÿ искусствăсен патшалăх академийĕнче вĕреннĕ, «Театр режиссури» специальноçа алла илнĕ. Тăван ялти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçинче икĕ çул ĕçленĕ вăл. Искусствăна иленнĕ хĕршĕн Ĕпхÿри Калинин районĕнчи Чăваш вырсарни шкулĕнче ĕçленĕ виçĕ çул та сисĕнмесĕр иртнĕ. Ачасене хушма пĕлÿ панă педагог шкулти «Акăшсем» эстрада ансамбльне ертсе пыма та вăхăт тупнă.

Лара-тăра пĕлмен Аленăн вăй-халĕ вулкан пек тапса тăнă. Унта-кунта тар тăкнă вăхăтрах конкурссене те хутшăннă вăл. Регионсен хушшинчи чăвашсен çамрăк юрăçисен Пушкăртстанра йĕркеленĕ «Шăпчăк сасси» тупăшура хăйĕн пултарулăхне пĕрре мар кăтартнă, Хисеп хутне те тивĕçнĕ.

2009 çулта Алена Савельева Тутар Республикинчи Нурлатра ирттернĕ «Чăваш пики» конкурсра сцена çине хăпарнă. «Сар пике» номинацире палăрнă, 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ пикене жюри членĕ пулнă Александр Савельев куç илмесĕр сăнанă. Паллах, вăл йăрăс пÿллĕ, çепĕç йăл кулăллă пикепе сăмах хушмасăр, çывăхрах паллашмасăр уйрăлма пултарайман. Паллашнă çеç мар, туслашнă та.

Тутарстанри Чаллă Çыр тăрăхĕнчи Сашăна Юламан хĕрĕ те килĕштернĕ. Турă çырнине тĕл пулнине ăнланнă арçын чун варлин ашшĕ-амăшĕпе паллашма кăмăллине систернĕ. Çав куна вĕсем хырăм тытса кулсах аса илеççĕ. Савельевсем патне чечек çыххи тытнă, Италире кăларнă костюм тăхăннă арçын кĕрсе тăрсан кил хуçипе арăмĕн аллинчи кашăксем, çăварĕнчи çăкăр татăкĕ тухса ÿкнĕ. Владимирпа Лидия Савельевсем каччă хĕртен 17 çул аслăраххине пĕлсен вĕсен хутшăнăвне хирĕç пулнă. Анчах юрату хăватне çĕнтерейĕн-и? Тăватă çул каялла икĕ республикăн пултаруллă çыннисем пĕр çемьене чăмăртаннă.

Аленăпа Саша çемье уявне кафере паллă тунă. Вĕсем те, ытти çамрăк пекех, вырăсла ирттернĕ тесе ан ятлăр. Апла мар. Çав куна Савельевсем кăна мар, кĕрекене пухăннă мĕн пур хăна асра хăварĕ. Ылтăн алăллă арçын хăй ăсталанă чăваш орнаменчĕллĕ хăмасене кафере вырнаçтарнă. Эрешсем куç ÿкесрен сыхланине, вăй панине... ăнлантарнă. Туй кĕрекине режиссер-педагога вĕреннĕ, чăваш тĕрриллĕ кĕпе тăтăшах тăхăнакан Саша хатĕрленĕ шурă тăхăр кăвакарчăн илемлетнĕ. Çĕнĕ мăшăр хыçĕнче тавралăхăн пĕр кĕтесĕ курăннă. Кил хуçи ăнлантарнă тăрăх - чăвашсене тĕшмĕшлĕ халăх тени тĕрĕс мар. Пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем турра çут çанталăк урлă тÿрремĕн пуç çапнă.

25-ри Аленăпа 40-рен иртнĕ Саша пĕлтернĕ тăрăх - вĕсем пĕр-пĕрин хушшинче чылай çул пулнине таврарисем каласан çеç аса илеççĕ. Мăшăр халĕ ывăл çитĕнтерет. Савелий кĕçех виçĕ çул тултарать, ашшĕ-амăшĕ пек чăвашлах пуплет пĕчĕкскер. Çемьере пĕр ача çеç çителĕксĕррине лайăх ăнланаççĕ йышпа ÿснĕ Савельевсем, çавăнпа хĕр те çуратса ÿстерме ĕмĕтленеççĕ. Алена паян тесен паян тепĕр хут амăшĕ пулма хирĕç мар, анчах...

«Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», - тенĕ ваттисем. Алена Савельева ку таранччен илнĕ пĕлÿ, аталантарнă пултарулăх шайĕ çителĕксĕррине ăнланать. Çакна вăл иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче тухнă диска тепĕр хут итленĕ хыççăн уйрăмах туйнă, хăш-пĕр юрра урăхларах юрламалла пулнине асăрханă. Диск презентацине Мускаврах ирттернĕ. Малаллах вĕренме, ÿсме талпăнакан, икĕ клип ÿкернĕ çамрăк хĕрарăм пĕлтĕр кĕркунне Гнесинăсем ячĕллĕ Раççей музыка академине вĕренме кĕнĕ. Унта студентсенчен çирĕп ыйтнине палăртрĕ Алена - пĕр кун сăлтавсăрах сиктернĕшĕн кăларса яма пултараççĕ иккен. Савелие кам пăхать тетĕр-и? Амăшĕ инçетре чухне ăна ашшĕ пăхать. Вăл та ерçеймен вăхăтра юратнă кукашшĕ-кукамăшĕпе выляса савăнать. Шăпăрлан искусство çыннисен çемйинче çуралнине варта чухнех туйнă-тăр. Ун чухне Алена пилĕк уйăхри хырăмпа инçе çула парăнтарса Чăваш Ене çитнĕ, «Телеюрра» хутшăннă. Нумаях пулмасть ăна пĕр тăван Малинасем хăйсен концертне йыхравланă. Республика, хула кунĕсенче те Алена Савельева тăван халăха юрăсемпе саламлать. Вера Кузьминан 90 çулхи юбилейне çĕр-шывăн тĕп хулинче паллă тунă çĕре те çитнĕ вăл.

Тăван халăх юррисен хăйне евĕрлĕхне упраса вĕсене итлекен патне çитерме ăнтăлакан Алена Савельевăн репертуарĕнче 20 ытла юрă. Алена кирек ăçта кайсан та чăвашла пуплесе, чăвашла шăрантарса халăха савăнтарасшăн. Унăн умĕнче искусство тĕнчин алăкĕ уçă пулнине нумай çĕр-шывра пĕлекен Гузель Измайлова /шел, пĕлтĕр раштав уйăхĕнче йывăр чире пула çĕре кĕнĕ. - Авт./ патĕнче икĕ çул вĕренни те çирĕплетет.

 

Елена ТРОФИМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.