Сÿннĕ вучаха халь тин чĕртеймĕн

7 Пуш, 2014

2014 çул Раççейре - Культура çулталăкĕ. Çавна май хаçатра çĕнĕ рубрика уçма тĕв турăмăр. Кăçал вулакансене республикăри клубсăр ялсен шăпипе паллаштарăпăр. Паллах, культура çурчĕсем, вулавăшсем хупăнни вĕсене тытса тăмашкăн бюджетран уçка уйăрманнипе çеç мар, халăх çÿреме пăрахнипе те çыхăннă. Малтан хĕрсемпе каччăсем вăййа тухнă, пĕччен пурăнакан кинемей çуртне улаха пуçтарăннă. Хăй вăхăтĕнче кашни ял-салара тенĕ пекех клуб пулнă. Унта пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленнĕ, мĕн пур уява халăх йышпа паллă тунă. Культура çуртне ташласа-юрласа савăнма çеç мар, кинофильм пăхма та çÿренĕ. Халĕ, шел те, лару-тăру улшăнчĕ. Чылай клуб алăкĕ çинче çăра çакăнса тăрать, ял-йыш вара пушă вăхăта, уява килте ирттерме тытăнчĕ.

Малалла вулас

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.