Çамрăксен хаçачĕ

21 Чÿк, 2014

Лев КУРАКОВ: “Нушаллă пурнăç экономист пултарчĕ”

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне 20 çул ертсе пынă экономика ăслăлăхĕсен докторне Лев Куракова пĕлмен чăваш сахал.

21 Чÿк, 2014

Пĕри чаплă иномаркăпа çÿрет, тепри - троллейбуспа

Раççей шоу-бизнесĕн çăлтăрĕсем пĕринчен тепри чаплăрах машинăпа ярăнаççĕ. Вĕсем хăш вăхăтра урăх иномарка туяннине асăрхаса та ĕлкĕрейместĕн. Тимати, Леонид Ярмольник, Филипп Киркоров тата ытти хăш-пĕр çăлтăр хăйĕн автопаркĕпе те мухтанма пултарать.

21 Чÿк, 2014

“Розăна манăн чĕркуçленсе тав тумалла”

Шăпа мана кăçал 85 çул тултарнă Николай Васильевич Семеновпа, Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине нумай çул вĕрентнĕ пысăк та ырă чунлă çынпа, паллаштарчĕ.

14 Чÿк, 2014

«Çамрăксен хаçачĕ » 46 (6035) №. 14.11.2014

Номерте.

Киров облаçĕнчи А.Грин ячĕллĕ библиотекăн пай пуçлăхĕ Екатерина Цивилева "ÇХ" тусĕсене ĕç вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ.

Светлана АСАМАТ: "Пĕрремĕш юрату 2-мĕш класра çуралчĕ".

Ӳнер училищин студенчĕ Роман Нестеров "Раççейĕн çамрăк ăстисем" конкурсра çĕнтернĕ.

Pages