Çамрăксен хаçачĕ

31 Юпа, 2014

«Çамрăксен хаçачĕ » 44 (6033) №. 31.10.2014

Çамрăксем ăслăлăх еннелле туртăнаççĕ
Клубсăр ялта культура вучахĕ çĕнĕрен чĕрĕлеймĕ
Данила Ленский юрăç куракансен кăмăлне тупас тесе чăваш чĕлхи вĕреннĕ
Ахаль çын асăрхаман илем тĕнчи
Пирĕн студентсем ют çĕршывра "мафи" йĕркеленĕ
31 Юпа, 2014

“Ăслăлăх çамрăксене кăсăклантарма пуçларĕ”

"Çамрăксен хаçачĕ" вулакансене республикăри ял тăрăхĕн чи çамрăк пуçлăхĕпе, шкулăн чи çамрăк директорĕпе паллаштарнăччĕ. Черет чи çамрăк профессор патне çитрĕ.

31 Юпа, 2014

Сÿннĕ вучах çĕнĕрен йăлкăшаймĕ

Урамра шăнтман пулсан, тен, ку ялсене кĕрсе тухасси те иккĕленÿллĕччĕ. Çул-йĕрĕ ытла начар. Бетон плита сарнă пулин те лакăм-тĕкĕм, пылчăк çăрăлнă вырăн чылай. Плотина тĕлĕнче - уйрăмах. Чим-ха, пĕве шăнма ĕлкĕрнĕ-и вара?

31 Юпа, 2014

“Çăлтăр пулас килни чăваш чĕлхине вĕренме хистерĕ”

"Çамрăклăх çичĕ çунатлă", - тенĕ ваттисем. Çав самантрах хушса хунă: "Яшлăх иккĕ килмест, ăна лайăх ирттерес пулать"... Ваттисен çак сăмахĕсене аса илсенех куç умне юлашки çулсенче халăхра палăрнă юрăç тата шоумен Данила Ленский тухса тăчĕ.

Pages