Комментари хушас

14 Чÿк, 2014

“Чун киленĕçĕпе аппаланма нимĕн те ан чăрмантартăр”

Çавна май Роман Нестеров Интернетри хăйĕн страницине те тасатнă

Ача садне çÿренĕ чухнех унăн ÿкерчĕкĕсем тантăшĕсеннинчен самай уйрăлса тăнă: хитрелĕхĕпе, тирпейлĕхĕпе... Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире пĕлÿ илнĕ çулсенче те вăл пĕрле вĕренекен пур ачана тенĕ пекех ÿкерсе пулăшнă. Шупашкарти ÿнер училищине кĕме 5-мĕш класа куçсанах палăртнăскер ача-пăча искусствисен шкулне те сукмак такăрлатнă. Халĕ Роман Нестеров ĕмĕтленнĕ училищĕре ăсталăхне туптать кăна мар, вăл республика, çĕршыв шайĕнчи пултарулăх тупăшăвĕсенче те палăрать. 4-мĕш курс студенчĕ иртнĕ кунсенче Мускавран таврăннă, унта ăна "Раççейĕн çамрăк ăстисем" конкурсра çĕнтернĕшĕн Дипломпа тата 25 пин тенкĕлĕх грантпа чысланă. Тăмран тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталакан, çуллă сăрăпа илемлĕ картинăсем ÿкерекен студент пирĕн вулакансене хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕ çинчен каласа кăтартма килĕшрĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.