Никита Андреев
Опыт малтан пухăнать, укçи-тенки - кайран кăна
“Эсир хускатакан ыйтусем çивĕч”
"Çамрăксен хаçачĕ" кăçал 90 çул тултарнине эсир пĕлетĕр ĕнтĕ. Çавна май кăларăм ĕçченĕсем тĕрлĕ йышпа тĕл пулаççĕ. Апрелĕн 13-мĕшĕнче вĕсене Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕн студенчĕсемпе тата вĕсен преподавателĕсемпе курнăçма йыхравларĕ.