Опыт малтан пухăнать, укçи-тенки - кайран кăна
«Хушнинчен пĕр чĕптĕм те ытларах ĕçлемен çын пурнăçра нихăçан та çитĕнÿсем тăваймасть», — тенĕ Америкăн паллă бизнесменĕ Эндрю Карнеги. Патăрьел районĕнчи Именкассинче çуралнă Антонина Иванова /хĕр чухнехи хушамачĕ — Максимова/ ку сăмахсене, ахăртнех, ача чухне илтмен те, çапах ĕç кăна çынна ура çине çирĕп тăма пулăшнине ăнланнă. Ăнланмасăр! Николай Ивановичпа Лидия Михайловна сакăр ача — тăватă хĕрпе тăватă ывăл — çитĕнтернĕ. Антонина — çемьери çиччĕмĕш ача. Ашшĕпе амăшĕ колхоз-совхозра тар тăкнă, килти хуçалăха çирĕп аталантарнă, çавна кура ывăлĕсемпе хĕрĕсем те мĕн пĕчĕкренех ĕç тĕлне пĕлсе ÿснĕ.
Антонина Именкассинчи, Хирти Пикшикри шкулсенчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан хăйĕн ача чухнехи пархатарлă ĕмĕтне — ураран ÿкнĕ чирлĕ çынна пулăшу кÿрессине — пурнăçа кĕртме Пермь крайĕнчи Соликамскри медицина училищине тухса кайнă. Дипломлă пулса Шупашкарти Трактор тăвакансен завочĕн поликлиникинче алла илнĕ специальноçпах вăй хума тытăнсан та Антонина Николаевна ĕç пăрахса яла таврăннă — савнийĕ Николай Иванов çапла ÿкĕтленĕ. Пĕр ялта çуралса ÿснĕ, нумай çул туслă çÿренĕ, пĕр-пĕрне чунран юратакан хĕрпе каччă 1990 çулта çемье çавăрнă. Пĕр вăхăт тăван тăрăхĕнче пурăннă хыççăн çамрăк мăшăр Канаша куçнă, хăйсен ĕçне кÿлĕннĕ.
— Вăл вăхăтра хамăрăнах пуçаруллă пулма тивнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче, çĕршыв аркансан, пурнăç майне-шывне пĕлме çăмăлах марччĕ. Малтан пасарта сутă турăмăр, Мускава, ытти хулана аш-какай йÿнеçтерме каяттăмăр, — хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пуçланă тапхăра аса илчĕ Антонина Николаевна.
Çапла утăм туса йăнăшман Ивановсем. Кайран пĕр суйланă çулран йывăрлăхсем пуссан та пăрăнман. Кăлтăкĕсем вара пулман мар. Общежитире пÿлĕм тара тытса пурăннă, пасарта тавар сутнă, сотки-соткипе лартнă севок сухан йăранĕсене çумкурăкран тасатма каçхине чупнă та сĕм çĕрле пулмасăр ĕç пăрахман. Алă усса ларсан кам килсе укçа тыттарĕ? Патшалăх паракан нимĕнле çăмăллăхпа та усă курман вĕсем, куллен хăйсем аталаннă.
Ачисене те çынна ĕç илем кÿнине ăса хывтарнă. Дениспа Игорь шкул çулĕсенчех ашшĕ-амăшне суту-илÿре, кил-тĕрĕшре пулăшма пуçланă. Юлашки вăхăтра юристсемпе экономистсем кирлĕ мар теççĕ пулин те Ивановсем ывăлĕсене иккĕшне те И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче вĕренме сĕннĕ. Ят-сумлă ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен иртме-и? Паллах, çук. Денис алла диплом илнĕ ĕнтĕ, çемье те çавăрнă, Шупашкарта хăйĕн бизнесне пуçарнă. Игорь аслă шкултан кăçал вĕренсе тухĕ. «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», — тени тÿрре тухнă ку чухне — Дениспа Игорь халĕ те ашшĕ-амăшĕ патне, Канашри икĕ хутлă капмар çурта, килмессерен арçын-хĕрарăм ĕçне пăхса тăмаççĕ: пÿртре те тăрмашаççĕ, пахчара чечек те лартаççĕ.
Усламçăсем «Бизнесра укçапа опыт тупăш кÿреççĕ. Опычĕ малтан пухăнать, укçи-тенки — кайран кăна» тенешкел, Ивановсем те «кĕмĕл» ĕçлесе илмелли меслетсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă. Халĕ вĕсем Канаш хулинче курттăммăн сутă тума икĕ склад тытса тăраççĕ: пĕрин сентрисем çинче — апат-çимĕç, тепринче — йăлара усă курмалли хатĕр-хĕтĕр. Çĕршыври кризиса туйнă-ши Антонина Николаевнăпа Николай Иванович?
— Пире кăна мар, ыттисене те пырса тиврĕ пулĕ вăл. Чăнах та, унчченхипе танлаштарсан тавар сахалрах сутăнать халĕ. Суту-илĕвĕн пысăк сечĕсем анлă сарăлни те витĕм кÿрет ахăртнех. Çапах эпир пуç усмастпăр — ĕçлекен çын выçă лармасть, — çирĕппĕн палăртрĕç арăмĕпе упăшки.
Сăмах май, Антонина Ивановăн пиччĕшĕ Николай Максимов та, тăван ялĕнче тĕпленсе пурăнаканскер, тахçанах хăйĕн ĕçне кÿлĕннĕ — хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелесе пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн аталаннă. Çак кунсенче вăл хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тунă. Паян вара Антонина Николаевнăн — 50 çулхи юбилейĕ. Мăшăрĕ, ывăлĕсемпе кинĕ ăна кил ăшшине упраса пурăннăшăн, савăк кăмăлĕпе, илемлĕ йăл куллипе куллен хавхалантарнăшăн чĕререн тав тăваççĕ, малашне те бизнесра çитĕнÿсем тума, çемьере телей курма çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.
Никита АНДРЕЕВ