Çĕр хут илтиччен пĕрре кур

5 Раштав, 2014

Чăвашсен хальхи вăхăтри паллă кулăшçи Виктор Петров ертсе пыракан театр нумаях пулмасть 25 çул çитнине уявларĕ. Нумай вăхăт-и çакă, сахал-и - сатирăпа кулăш театрĕ халăха çаплах савăнтарать, пурнăçри çитменлĕхсене асăрхаса питлет, хамăртан хырăм тытса култарать. Паллă ĕнтĕ: 10-15 çул каяллахи шÿтсем паянхи куншăн, хальхи кураканшăн кăсăклă пулаймаççĕ, çавăнпах театр артисчĕсем самана таппипе тан утма тăрăшаççĕ.

Артистсенчен хăшĕ-пĕри театр йĕркеленнĕренпех ĕçлет, теприсем çак ушкăна темиçе çул каялла кăна лекнĕ. Николай Кляжев çартан таврăнсанах кулăш театрне çул тытнă. "Хăтланса пăхам-ха. Тен, илеççĕ?" - шухăшланă вăл. Мĕн тетĕр? Илнĕ. "Вăхăтлăха, йĕркеллĕ ĕç тупиччен, ĕçлĕп", - тенĕскер паянхи кун та сцена çинчех вăй хурать. Вероника Сотнезова та театра епле вырнаçнине лайăх астăвать. Вăл конкурсра Алла Пугачева пек хăтланса кăтартнă. Çакă театр ертÿçине питĕ килĕшнĕ ахăр - хăйне евĕр кулăллăскере ĕçе илнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.